Спортпа туслашни пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:19 Просмотров: 278

Спортпа ĕç яланах юнашар тăнă, тăраççĕ те. Çакна районти хăшпĕр коллективсенче сывă пурнăç йĕркине аталантарасси пысăк вырăнта пулни те çирĕплетет.

Ырă тĕслĕх кăтартакансен йышне Калинино райповĕн ĕçченĕсене те кĕртмелле. Вĕсем çуллен районти, республикăри массăллă ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ.

Ку коллектив «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат эстафетин çывăх тусĕ те. Çулран-çул чупура вĕсем лайăх результатсем кăтартаççĕ. Кăçалхи ăмăртура вĕсем бронза призерсем пулса тăчĕç. Старта Николай Николаевпа Алексей Скворцов водительсем, Вăрнарти хуçалăх таварĕсен лавккин сутуçи Анжела Горшкова тата Калининăри «Çавал» кафе официантки Елена Ильина тухрĕç.

Райпо тытăмĕнче тимлекен Наташа Ефремовапа Марина Степанована та чупуçăсен йышĕнче курма кăмăллă пулнăччĕ. Вĕсем Калинино тата Аçăмçырми ял поселенийĕсен чысне хÿтĕлерĕç.

Тĕрĕссипе, Калинино райповĕн ĕçченĕсен вăхăта час-часах спорт площадкисенче ирттерме тивет. Çакă Чăвашпотребсоюз хăйĕн тытăмне кĕрекен предприятисен ĕçченĕсем хушшинче çулсерен спартакиада йĕркеленипе те çыхăннă.

– Çулталăк тăршшĕпе эпир волейболра, шашкăпа, шахматпа, йĕлтĕр спортĕнче, бадминтонра, хĕрарăмсен тата арçынсен мини-футболĕнче, çăмăл атлетика эстафетинче, ишессипе тупăшатпăр, – пĕлтерчĕ райпо ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Евгения Никитина.

Спорта кăмăллакансем ку тытăмра речĕпех. Çÿлерех асăннă ятсем çумне çак хастарсене те тивĕçлĕн хушмалла: Иван Петров, Ольга Афанасьева, Анастасия Васильева.

Райпо канашĕн председателĕ Венера Эриковна Николаева та хăйĕн ĕçченĕсене ырă тĕслĕх кăтартать. Çамрăкран спортпа туслă пулнăранах ĕнтĕ коллектива та ÿт-пÿ сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрма вĕрентесшĕн вăл. Çавăнпа та ĕçтешĕсене корпоративлă ăмăртусене çеç мар, ыттисене те хутшăнма хавхалантарать.

Районти потребкоопераци системинче 300-е яхăн çын тăрăшать. Иртнĕ çул 50-шĕ ытла Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексне хаваспа пурнăçланă. Спортра харпăр-хăй вăйне тĕрĕсленисенчен çуррине яхăнĕ тĕрлĕ шайри Палăрту паллине тивĕçнĕ. Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнчи Николай Октябринович Николаев вара ГТО нормативĕсене «ылтăнлăх» пурнăçланă.

Шел, Калинино райповĕн ĕçченĕсене тренировкăсем ирттерме ятарлă вырăн çук. Çапах та пуçа усмаççĕ вĕсем – кашниех хăй пурăннă çĕрти площадкăра ÿт-пÿ хастарлăхне ÿстерет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика