Вăрнар химикĕсем кунне-çĕрне пăхмасăр ырми-канми тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:20 Просмотров: 353

Ял çыннисем уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе пы-раççĕ, Вăрнарти химиксен вара чи хĕрÿ ĕç тап-хăрĕ пуçланать. Кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен, мĕн ака вĕçлениччен Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене ÿсен-тăрансене сыхламалли им-çамсемпе çителĕклĕ таран тивĕçтерессишĕн виçшер, тăватшар сменăпа тăрăшаççĕ.

Çу кунĕсенче кăна ĕç шавĕ кăштах чакать, завод ĕçченĕсем отпусксенче канаççĕ, цехсем пĕрер-икшер сменăпа ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта цехсене черетпе икшер эрнене чарса лартса планпа пăхнă юсав ĕçĕсене ирттерчĕç. Килти хушма хуçалăхсем валли продукци ваккăн кăларакан цех кăна пĕр кун та чарăнмарĕ. Ял çыннисем хими препарачĕсемпе анлăрах та анлăрах усă кураççĕ, çавăнпа та ку цехра продукци туса кăларасси те çулран-çул ÿсет. Çавăн пекех полимерлă тарăсен производствин цехĕ те хĕлĕн-çăвĕн чарăнмасăр ĕçлет.

Кĕркунне çитрĕ, завод çĕнĕ вăйпа çĕнĕ сезона кĕчĕ. Заводра ултă производство цехĕ, сентябрьтен пурте каллех виçшер, тăватшар сменăпа ĕçлеме пуçларĕç. План пысăк пулнăран икĕ цеха 43 çынна вăхăтлăха ĕçлеме илчĕç. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 718 çын вăй хурать.

2018 çулта завод 22 пин тонна продукци туса кăларчĕ. Ку малтанхи çулхипе танлаштарсан 7: сахалрах. Апла пулин те, специалистсем каланă тăрăх, çакăн чухлĕ продукци туса кăларни заводшăн меллĕ, мĕншĕн тесен 2017 çулта завод канмалли кунсемсĕр тенĕ пек, тăршшĕпе тăватшар сменăпа ĕçлерĕ. Коллектива, паллах, кун пек хăвăртлăхпа пĕрмаях ĕçлеме йывăр.

Кăçал Вăрнар химикĕсем çум-курăкпа кĕрешекен 40, хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлекен интексицидсен 21, чирсенчен сыхлакан фунгицидсен 11, имçамсен 8 тĕсне тата ытти те туса кăларнă. Çавăн пекех кăçал çĕнĕ препаратсен сакăр тĕсĕн производствине алла илнĕ.

Тутарстанри «Август-Алабуга» завод хута кайни Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕç калăпăшĕ çине пысăк витĕм кÿни курăнмасть. «Август» компанин генеральнăй директорĕ Александр Михайлович Усков çуркунне завод коллективĕпе тĕл пулнă чух çапла каланăччĕ: «Эп илтнĕ тăрăх, эсир Тутарстанра завод хута кайсан ĕçсĕр тăрса юласран хăратăр. Ун пек шухăшлама пăрахăр, ĕç пурин валли те çителĕклĕ пулĕ». Ун сăмахĕсен тĕрĕслĕхне аталану саманчĕсем çирĕплетеççĕ.

Кăçал заводра информатизаци технологийĕсемпе çыхăннă пысăк проекта – SAP системăна – хута ячĕç. Кăна виçĕ сăмахпа ăнлантарма çук, паллах. Пĕтĕмĕшле каласан, компанири пур ĕç-пуçа: заводсенчи цехсен, складсен ĕçне, укçа-тенкĕ çаврăнăшне, тавар сутнине, чĕртавар килнине тата ыттине – компьютер системине кĕртсе пыраççĕ. Çавна май компанин пур завочĕпе подразделенийĕсем те пĕр информаци тытăмĕнче ĕçлеме пуçларĕç. Ку системăна куçас тапхăр çăмăл иртмерĕ, заводра вăй хуракансенчен чылайăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕ.  

Халĕ кунсерен завода чĕртавар вагонсемпе, автомашинăсемпе килсех тăрать, ытларахăшĕ – ют çĕршывсенчен. Химиксен çăкăрĕ çăмăл мар. Ал-урапа ĕçленипе пĕрлех пуçа та лайăх шухăшлаттармалла. Производство линийĕсем çинче компьютерпа ĕçлекен автоматсем, роботсем чылай вырнаçтарнă: çын аллисĕрех канистрăсемпе савăтсене тултараççĕ, вĕсене хупаççĕ, этикеткăсем çыпăçтараççĕ, коробкăсене майласа вырнаçтарса хураççĕ тата ытти те.

«Август» компанири кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх – банкăсемпе канистрăсене, коробкăсене кашнине ятарлă паллăпа – кодпа – палăртма пуçлани. Çак паллăна ятарлă терминалпа е смартфонпа «вуласа» препарата хăш заводра, хăш смена, хăçан туса кăларнине, миçемĕш партипе сутнине, ăçтан ăçта куçарнине, хăш складсенче упранине пĕлме пулĕ. Ку çĕнĕлĕх заводшăн кăна мар, продукципе усă куракансемшĕн те лайăх, мĕншĕн тесен пысăк ял хуçалăх предприятийĕсене çапла майпа препаратсене шута илсе тĕрĕс усă курма çăмăлрах. Çакă «таса мар алăллисен», «Август» компанин продукцийĕ вырăнне хурса суя препаратсем сутакансен, çулне те пÿлме май парать.

Халĕ заводри складсем пĕчĕккĕн тулма пуçларĕç. Завод территорийĕнче хутса ăшăтакан складсем нумай, вĕсем пысăк, çÿллĕ. Мĕн çуркуннеччен вĕсене продукципе тултараççĕ. Завод туса кăларакан хими препарачĕсенчен чылайăшне шăнтма юрамасть. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ытларахăшĕнче хутса ăшăтакан складсем çук, çавăнпа та вĕсем хими препарачĕсене çанталăк ăшăтсан кăна туянаççĕ. Çуркунне завод склачĕсем умĕнче пысăк тиевлĕ машинăсем черечĕпе лараççĕ. Пурне те васкаса, вăхăтра тиесе ярас тесен продукцин пысăк саппасĕ кирлĕ. Çак саппаса завод ĕçченĕсем хĕл каçа çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра складсенче – 4200 тонна хатĕр продукци, апрель уйăхĕ тĕлне унăн калăпăшĕ темиçе хут ÿсĕ.

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче уйрăм кил-хуçалăхĕ валли те препаратсем туса кăлараççĕ. Вĕсене завод управленийĕ çумĕнче вырнаçнă лавккара туянма пулать. Таварсен ассортименчĕ пысăк. Сутура – препаратсен 50 ытла тĕсĕ.

Завод директорĕ Владимир Васильевич Свешников производствăри çĕнĕ тапхăр ăнăçлă пуласси пирки иккĕленмест: «2020 çула палăртса хунă производство планĕ кăçалхи пекех интенсивлă пулĕ. Цехсене çĕнетсех пыратпăр, самана таппипе тан пырас тесе производство линийĕсене реконструкцилес ĕçе чарăнмасăр пурнăçлатпăр. Кăçал «Август» компанин çĕнĕ завочĕ хута кайрĕ, вăл Тутарстанра вырнаçнă. Паллах, çавна кура вăл е ку препарата хăш заводра кăларассине çĕнĕрен пайлăпăр. Çапах та Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн производство калăпăшĕ,   тĕпрен илсен, улшăнмĕ».

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕç культури питĕ çÿллĕ шайра. Цехсенче яланах тирпейлĕ, тăкăнса кайнă, йăванса выртакан япаласем çук, пур çĕрте те пуçтаруллă, урайĕсем тирпейлĕ хуçа килĕнчи пек тап-таса. Завод территорийĕ пĕр-пĕр чаплă парк тейĕн. Тĕлĕнмелле тирпейлĕ, пĕр çÿп пĕрчи йăванмасть, çулсем çинче яп-яка асфальт, çуран çын утмалли, машинăсем çÿремелли вырăнсене йĕрлесе палăртса тухнă. Территори пысăк пулин те, хуçалăх службин ĕçченĕсем курăка ÿссе кайма памаççĕ, çу каçиччен 6–7 хут çулаççĕ, пысăк чечек клумбисене пăхсах тăраççĕ. Цехсенче, лабораторире ĕçлекенсем те чечек лартса çумри территорисене илемлетеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем ал айĕнчи материалсенчен шÿтлесе цехсем умĕнче тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталаса лартнă. Хăнана килнĕ делегацисем, уйрăмах ют çĕршыв çыннисем, çак кĕлеткесемпе – «Химикпа», «Коля пичче электрикпа» тата ыттисемпе те – сăн ÿкерĕнме юратаççĕ.

Паянхи кун заводра ĕç кĕрлесе кăна тăрать. Кашни цехра чарăнмасăр продукци кăлараççĕ, хăшпĕр цехсем канмалли кунсăр ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть Вăрнара Мускавран «Август» компанин производство директорĕ С.Г. Алемаскин тата производство департаменчĕн директорĕ В.С.Бырыхин килсе кайрĕç. Завод ертÿлĕхĕпе вĕсем продукцин çĕнĕ тĕсĕсене кăларма мĕнле оборудовани туянса вырнаçтармаллине сÿтсе яврĕç.  

Людмила ИВАНОВА,

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн пресс-служби.

Завод ĕçĕ-хĕлĕпе туллинрех «ВЗСП ВКонтакте» сайтра (www.vk.com/vzsp–1930) паллашма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика