Вăрманкассем те пулăшу кĕтеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:21 Просмотров: 461

Юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе Вăрманкас ял тăрăхĕнче тухăçлă тĕлпулу иртрĕ.

Мероприяти программине кĕртнĕ темăсене сÿтсе явас ĕçе Чăваш ен вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Инна Егорова, Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов, Вăрманкас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Павлов, ку тăрăхра пурăнакансем хутшăнчĕç.

Чăваш ен Пуçлăхĕн халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе йышăннă хушма мерăсем çинчен калакан указĕ хăйсенче шанчăклăх çуратнине вăрманкассем пытармарĕç. Ку документпа пăхнă проектсене пурнăçа кĕртни социаллă экономикăн чылай отрасльне аталанма хăват хушĕ. Вăрманкас ял тăрăхĕнче пурăнакансем регион ертÿлĕхĕн пуçарăвне туллин йышăнаççĕ. Унпа пăхнă укçа-тенкĕ пулăшăвĕ хăйсен вĕренÿ организацине те тивĕçессе шанаççĕ. Вырăнти шкулăн иккĕмĕш хучĕн чÿречисене пластиклипе ылмаштармалла. Шкул çулĕчченхи ушкăн валли ача-пăча площадкине çĕнетмелле...

Çавăн пекех ку тăрăхра пурăнакансем Вăрманкас – Вăрнар автоçулăн арканнă лаптăкĕсене, Мăньял Хапăс тăрăх иртекен çула юсама пулăшма ыйтрĕç. Влаç представителĕсем халăх пăшăрханăвне тимлĕхе илме пулчĕç.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Хăрушсăр тата пахалăхлă çул» проектпа çыхăннă ыйтăва хускатнă май, вĕсем кăçал район пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 31 млн та 90,5 пин тенкĕ уйăрнине каларĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çулсене 5,67 км юсанă, 18 млн та 516,17 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмĕшле, ку çулсене юсассине тата тытса тăрассине планпа пăхнин 83,4 процентне пурнăçланă.

Поселени пĕлтерĕшлĕ çулсен юсавĕ валли тата тытса тăма 23 млн та 255,9 пин тенкĕ пăхнă. Кăçал Кивçурт Енĕшре тата Кив Шуртанта çĕнĕ çулсем сарнă.

Ку информаци кунĕн темисем шутне пичет изданийĕсене çырăнтарас кампани пирки те ыйту кĕртнĕ. Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ, октябрĕн 20-мĕшĕччен республикăра хаçат-журнала йÿнетнĕ хакпа çырăнтараççĕ. Чăваш ен вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева ку çăмăллăхпа пурне те усă курма чĕнсе каларĕ. «Паян информаци илмелли çăлкуçсем нумай. Анчах та пичет изданийĕсене нимĕн те çитмест. Хаçатсенче, сăмахран, хăвăра кирлĕ статьяна паллă тума, касса илме, упрама пултаратăр. Вуласа ăс-тăна çивĕчлететĕр», – терĕ вăл.

Пушар хăрушлăхĕн теми яланхиллех çивĕч. Тăхăр уйăхра, акă, районта 40 пушара регистрациленĕ, вĕсенче пилĕк çын вилнĕ. Статистикăпа паллаштарнă май, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов çулăмпа, шăрпăкпа, электрооборудованипе усă курнă чухне тимлĕхе самантлăха та çухатма юраманнине асăрхаттарчĕ...

Районта юнкун пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика