Иван Петров – чи лайăх водитель

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 14:59 Просмотров: 792

Çак ята Калинино райповĕн водителĕ Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнсе илнĕ.

Конкурс Шупашкарта «Нива» вĕренÿ центрĕн никĕсĕ çинче иртнĕ. Кăçалхи турнира потребкоопераци тытăмĕнче водительте 40 çула яхăн вăй хунă, йывăр чире пула анчахрах пурнăçран уйрăлнă Геннадий Павлович Ефимова халалланă.

Тупăшăва 24-ăн хутшăннă. Вĕсен çул-йĕр правилисене пĕлессипе экзамен тытма, ятарлă автодромра вăхăтпа тĕрĕслев заданийĕсене пурнăçлама тивнĕ. Калинино райповĕн водителĕ Иван Петров теорире те, трассăна йывăрлăхсене çĕнтерсе тухассипе те чи лайăх результат кăтартнă. Пĕр сехет çурăна тăсăлнă автомарафонра 1-мĕш вырăн йышăннă.

Унăн водитель стажĕ вунвиçĕ çул ытла. Калинино райповĕнче виçĕ çул ĕçлет.

Професси ăсталăхĕн конкурсне хутшăннисене Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, «Нива» вĕренÿ центрĕн директорĕ Николай Якимов, потребкоопераци ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн председателĕ Надежда Гамаля саламланă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Октябрьски райповĕн тата Чăвашпотребсоюз водителĕсем Сергей Егоров тата Николай Яковлев йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика