Иккĕмĕш çул – çĕнтерÿçĕсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 14:59 Просмотров: 857

Вăрнарти «Химик-Август» футбол команди «Приволжье» МФС Кубокне иккĕмĕш çул çĕнсе илчĕ. Финал вăййисем хамăр патра – «Химик» стадионта иртрĕç.

Пĕтĕмлетÿллĕ матчра вăрнарсем Пензăри «Зенит» командăпа тĕл пулчĕç. Октябрь пуçламăшĕнче ку хулара иртнĕ финалăн пĕрремĕш матчĕнче вăл «Химик-Август» командăна 2:1 шутпа парăнтарма пултарнăччĕ, çавăнпа та пирĕн футболистсен килти вăйăра реванш илесси пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

«Химик» стадиона юратнă командăна хавхалантарма 800 ытла çын пухăнчĕ. Финал чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Ăна хитрен уçрĕç: пухăннисене «Химик» спорт клубĕн «Некст» фитнес-аэробика ушкăнĕ, чăваш эстрада юрăçисем саламларĕç. Командăсем уя çамрăк футболистсемпе пĕрле тухрĕç.

Вăйă çивĕч иртрĕ. Шута вуннăмĕш минутра «Химик-Августăн» вăйăçи Артем Лобов уçрĕ. Иккĕмĕш тайм та ăнăçлă иртрĕ. Татса паракан, çĕнтерÿллĕ гола 60-мĕш минутра Артем Бычков тапса кĕртрĕ. Çапла тĕлпулу 2:0 шутпа вĕçленчĕ. Икĕ вăйăри шут вара «Химик-Август» майлă 3:2 шутпа танлашрĕ. Финал шăхличĕпе пĕрле стадион çийĕн уяв салючĕ çĕкленчĕ.

Трибунăсенче алă çупни час шăпланмарĕ. Кубокпа «Химик-Август» командăна «Приволжье» футбол союзĕн президенчĕ Владимир Афанасьев, Чăваш ен физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, хисеплĕ ытти хăнасем чысласа саламларĕç.

Футболистсене заводăн склад хуçалăхĕн ĕçченĕсем те парне – «чăваш катокне» – кÿчĕç. Халăхра «Химик-Август» командине шăпах çапла калаççĕ.

Тăхтав вăхăтĕнче куракансем хушшинче парнесем выляттарчĕç. Тĕп приза – велосипеда – Вăрнарта пурăнакан вуннăри Сережа Никифоров выляса илчĕ. Хавхалантарма килнисем бассейна тÿлевсĕр кĕме абонементсене тивĕçрĕç.

«Химик-Август» командăн титуллă спонсорĕ – «Август» Фирма» акционерлă общество. Вăрнарсем профессионаллă мар командăсем хушшинчи Раççей первенствипе Кубокне («Приволжье» зони, III лига) иккĕмĕш çул кăна хутшăнаççĕ. 2018 çулта команда Атăл тăрăхĕн тата пĕтĕмĕшле Раççей общественноçĕшĕн çĕнĕ варкăш пулса тăчĕ. Пĕрремĕш çулхинех вĕсем ку шайри турнирăн пĕтĕм наградине выляса илчĕç. Малтан первенствăра çĕнтерчĕç, унтан «Приволжье» МФС Кубокĕ вĕсене тивĕçрĕ. Пĕлтĕрхи ноябрьте команда Сочире иртнĕ III лигăри первенствăн финалне хутшăнчĕ. Унта Калининградран пуçласа Сахалин таран 10 зонăри çĕнтерÿçĕсем вăй виçрĕç. «Химик-Август» ун чемпионĕ пулса тăнăччĕ.

Людмила ИВАНОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика