Чăматанри музей – шкулсенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 15:00 Просмотров: 894

Куçса çÿрекен «Чăматанри музей» проект каллех пархатарлă ĕçе пуçăнчĕ.

Ун йĕркипе иртекен курав-лекци çак кунсенче Çĕрпелти, Калининăри, Пăртасри тата Вăрнарти шкулсенче пулнă. Вăл ачасем патне «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи художниксен куçĕпе» темăна илсе çитернĕ, 1941–1945 çулсенчи çапăçусен тĕп саманчĕсене уçса панă. Ачасем П.Кривоноговăн «Защитники Брестской крепости», И.Таидзен «Родина-мать зовет», К.Юон «Парад на Красной площади 7 октября 1941», А.Пахомовăн «Сталинград в огне» тата «На Неву за водой», И.Присекинăн «Курская битва», М.Хмельковăн «Парад Победителей» картинисемпе кăсăкланса паллашнă.

Ку экспонатсем вăрçă темине уçса паракан калама çук хаклă реликвисем шутланаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика