Тивĕçе чыслăн пурнăçламалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 15:00 Просмотров: 254

Пĕтĕм çĕршыври пекех республикăра та кĕрхи призыв кампанийĕ анлă иртет. Ун йĕркипе пирĕн тă-рăхра иртекен мероприятисем пирки Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Николаевич Андреева каласа пама ыйтрăмăр.

– Вячеслав Николаевич, çар комиссариачĕн кĕркунне миçе çамрăка çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăратмалла?

– Ку цифрăсем вăрттăнлăх мар. Кĕрхи призыв планĕ тăрăх, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчен Раççей çарĕн тĕрлĕ тĕсĕсенче хĕсметре тăма 92 призывника ăсатмалла. Пĕтĕмпе республикипе 1067 çамрăк салтак аттине тăхăнма тивĕçлĕ.

– Призыв кампанийĕпе çыхăннă ĕç çак тапхăрта кăна пурнăçланмасть ĕнтĕ...

– Чăнах та, яш-кĕрĕме çара илессипе çулталăкĕпех тăрăшатпăр. Хатĕрленÿ ĕçĕ кăткăс тата тĕрлĕ енлĕ: кашни призывникăн уйрăм ĕçне тĕплĕ тишкермелле, профессионаллă психологи суйлавне ирттермелле тата ытти. Халĕ, акă, призыв кампанийĕн чи хĕрÿ тапхăрĕ. Каччăсене планпа пăхнă медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă ĕнтĕ. Октябрь вĕçнелле призыв комиссийĕсен ларăвĕсем пуçланаççĕ. Ноябрь варринчен вара пулас салтаксем хĕсмет вырăнне саланма тытăнаççĕ. Каласа хăвармалла, пухăну пункчĕ халĕ Шупашкар хулинче пулĕ.

– «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» федераллă саккуна мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕнĕ? Вĕсем хальхи кĕрхи призыва пырса тивеççĕ-и?

– Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен призыв правилисемпе çыхăннă улшăнусем вăя кĕчĕç. Сăмахран, отсрочка илнĕ яш-кĕрĕмĕн малашне хăйĕн ирĕкĕпе çара кайма право пур. Кунашкал çирĕп шухăш тытнисен отсрочка илме хирĕç пулнине пĕлтерсе призыв комиссине заявлени çырмалла. Çĕнĕлĕх, тĕпрен илсен, призывпа çар службинче тата çар сборĕсенче пулнă чух вилнĕ е унта аманса каярах пурнăçран уйрăлнă граждансен ывăлĕсене е пиччĕш-шăллĕсене, студентсене, ăслăлăх степень «хуçисене» пырса тивет.

Çавăн пекех кĕркунне çамрăк педагогсене хĕсмете ăсатмаççĕ, çуркуннеччен отсрочкăпа тивĕçтереççĕ.

– Пирĕн тăрăхри яш-кĕрĕм ытларах хăш вырăнсене хĕсмете лекет?

– Ку ыйтăва çакăн пек хуравлас килет: Тăван çĕршывăмăра ăçта хÿтлĕх кирлĕ, çавăнта алла хĕç-пăшал тытма хатĕр пулмалла çамрăк салтакăн. Раççей – анлă çĕршыв, пысăк лаптăк йышăнать. Çавăнпа та Чăваш Республикин çар комиссариачĕн пухăну пунктĕнчен призывниксене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне салатса яраççĕ. Ашшĕ-амăшне лăплантарма пултаратпăр: «вĕри точкăсене» çар çыннисене контрактпа кăна яраççĕ.

Сăмах май, кăçалхи кĕркуннехи призывра çар службине альтернативлă майпа ирттерме кăмăл тунисем çук.

Призывниксем çар комиссариачĕн направленийĕпе пĕр-пĕр специальноçе те алла илме пултараççĕ. Сăмахран, ДОСААФ организацийĕсенче С, Д, Е категориллĕ водителе е водитель-парашютиста вĕренме.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, тепĕр хут аса илтерес килет: çĕршыва хÿтĕлесси – Конституцире çирĕплетнĕ сăваплă тивĕç. Унтан пăрăнса, тарса çÿресе намăс куриччен çĕршыв умĕнчи тивĕçе сумлăн, чыслăн пурнăçлама сĕнетĕп çамрăксене.

Призывниксем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те кăсăклантаракан ыйтусемпе Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариатне 8(83538)2-12-74 е республикăри çар комиссаричĕн «вĕри линийĕ» çине 8(8352)62-12-67 номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика