Ачасен апатланăвĕ тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 15:01 Просмотров: 814

Апатланăва тĕрĕс йĕркелесси, блюдăсен, апат-çимĕç балансĕн пахалăхне, чĕртаварпа продуктсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесси – вĕренÿ организацийĕсен тĕп тимлĕхĕнче.

Районти пур шкулпа ача садĕнче те кĕçĕннисене пурне те вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Шкулсенче паянхи куна 3378 ача пĕлÿ илет, садиксене 1395 ача çÿрет.

Кашни вĕренÿ организацийĕнче апат хакĕ тĕрлĕрен. Ача мĕн çинине тата ашшĕ-амăшĕн майĕсене кура вăтамран вăл 35–80 тенкĕпе танлашать. Хак ыйтăвĕ уйрăмах ял шкулĕсенче çивĕч. Апатланăва йĕркелекенсемшĕн меню сумми тăкаклă пулса тухать.

Тăватă тата ытларах ачаллă, тупăш сахал илекен çемьесенчи 18 çула çитмен ачасене йÿнĕрех хакпа апатлантараççĕ. Вăл пĕтĕмĕшле хакăн 20 проценчĕпе танлашать. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунашкал ачасем 67-ĕн. Анчах ку пĕтĕмлетÿллĕ цифра мар, сахал тупăшлисен шучĕ кашни кварталтах улшăнма пултарать.

Сывлăх енчен хевтесĕр ачасене 100 проценчĕпех тÿлевсĕр çитереççĕ. Кунашкаллисем шкулсенче 47, садиксенче 13 ача вĕренеççĕ. Тăкакĕсене район бюджечĕ саплаштарать. Ку тĕллевпе кăçал шкулсене 340 пин тенкĕ, шкул çулĕчченхи ушкăнсене тата ача сачĕсене 548 пин тенкĕ уйăрнă.

Юлашки çулсенче вĕрентÿ организацийĕсен пищеблокĕсенче пысăк юсавсем ирттернĕ, вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Кашнинче сивĕ, вĕри шыв, канализаци пур. Производство процесне çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Кашни кунхи меню тĕрлĕрен. Ăна Роспотребнадзорăн Канашри уйрăмĕ çирĕплетнĕ. Апатлану пахалăхне ятарлă комисси тĕрĕслесех тăрать. Кăçал пĕр шкулта çу патшалăх стандартне тивĕçтерменнине тупса палăртнă.

Районти пилĕк шкул «Вĕренекенсен сывă апатланăвĕн культурине йĕркелесси» проекта хутшăнать: Вăрнарти 1-мĕш, Вăрманкасри, Калининăри, Малти Ишекри тата Кÿстÿмĕрти шкулсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика