Тĕп тĕллев – ачасене хÿтлĕхе илесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:10 Просмотров: 1175

Çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин информацийĕ тăрăх, уйрăм шутра октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13 ача тата 24 çемье тăрать.

Саккуна пăсас е çапкаланса çÿрес туртăмлă, ăнăçсăр çемьесенчи ачасене пулăшас тĕллевпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлеççĕ. Вĕсене сиенлĕ йăласенчен пистересси, сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси, усăллă пулăмсемпе интереслентересси тĕп вырăна тухса тăрать. Çамрăксемшĕн умра тĕрĕс тĕслĕх пулни те пĕлтерĕшлĕ – «такăнасран» çул кăтартса пыраканĕ кирлĕ. Çавăнпа та кашни çумне обществăлла воспитатель çирĕплетнĕ. Вĕсен тивĕçĕсем, паллах, тĕрĕслев-асăрхавпа кăна мар, чи малтанах ачасене хÿтлĕхе илессипе çыхăннă.

Ачасемпе çамрăксем хушшинчи преступноçе чарас ыйту пысăк тимлĕхре. Вăл комиссин ларăвĕсенче пĕрмаях тĕп ыйтусен шутне кĕрет. Тăхăр уйăхра ларусенче 87 административлă ĕçе пăхса тухнă, ку шутра 25-шĕ – çула çитменнисем тĕлĕшпе. Сăмахран, пилĕк тĕслĕхĕнче çул-йĕр правилисене пăснă пирки айăпа кĕнĕ, саккăрăшĕ обществăлла вырăнта ÿсĕрле лекнĕ, çынна хĕненипе çыхăннисем икĕ тĕслĕх тата ыттисем.

Явапсăр ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе те 62 материал пăхса тухса йышăнусем кăларнă. Ытларахăшĕ вĕсенчен – аслисем ачасене пăхса ÿстерес тата воспитани парас тивĕçе йĕркеллĕ пурнăçламан пирки пуçарнисем. Çавăн пекех çула çитменнисене эрех-сăра ĕçме, сигарет туртма явăçтаракансене те явап тыттарнă.

Комисси кăçал ирттернĕ 16 ларура тимлĕхре тĕрлĕ енлĕ ыйтусем пулнă: ачасен сывлăхĕшĕн тата аталанăвĕшĕн хăрушлăх кăларакан вырăнсенче (çав шутра – каçхине те) çÿреме юраманни, çамрăксем хăйсем çине алă хурассине асăрхаттарасси, вĕсен çуллахи канăвне йĕркелесси, çула çитменнисене интереслентерекен культурăпа спорт мероприятийĕсене йĕркелесси т.ыт.те.

Комисси йĕрке хуралĕн органĕсен пуçарăвĕпе иртекен «Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер», «Полици тата ачасем», «Условник», «Санăн суйлав», ытти профилактика мероприятийĕсене те хастар хутшăнать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика