Чемпионкăсен йышĕнче улттăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:10 Просмотров: 1197

Вăрнар район хĕрĕсемпе каччисем ирĕклĕ кĕрешÿ тĕсĕнче çине-çинех тĕрлĕ пьедесталсене çĕнеççĕ.

Хальхинче 15–16 çулсенчи спортсменсем хушшинче иртнĕ Чăваш Республикин первенствинче палăрнă вĕсем. Вунă виçе категорийĕнче иртнĕ тупăшусенче улттăшне Вăрнар хĕрĕсем çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕ ята ултă хĕр харăс тивĕçнĕ: Хурăнсур Çармăсри Эльвира Филиппова, Наташа Тихонова, Санарпуçĕнчи Анастасия Фадеева тата Александра Волкова, Кивьял Хапăсри Анастасия Краснова тата Вăрнарти Анастасия Максимова.

Вĕсен тантăшĕсем – командăри юлташĕсем – Санарпуçĕнчи Никита Никандров, Кивьял Хапăсри Лариса Михайлова тата Вăрнарти Юлия Константинова кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Бронза призерсем те тăваттăн: Вăрнарти Юлия Никитина тата Артем Морозов, Кÿстÿмĕрти Елена Петрова, Хурăнсур Çармăсри Эльвира Яковлева.

Çамрăксен çĕнтерĕвне кулленхи çивĕч тренировкăсем хывăннă. Вĕсем Виталий Петрович Трофимов, Юрий Григорьевич Львов тата Юрий Владимирович Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Тепĕр савăнăçлă хыпар: республика чемпионкисем ноябрĕн 6–9-мĕшĕсенче Смоленск хулинче пулакан Раççей первенствинче Чăваш ен чысне хÿтĕлĕç. Вăрнар хĕрĕсене ăнăçу сунатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика