Мускавра мала тухнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:11 Просмотров: 1204

Кÿстÿмĕр шкулĕнче вĕренекен пĕртăван Ириковсем – тĕр-лĕ шайри конкурссемпе пултарулăх ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем. Алĕçĕсем маçтăрлама маттур вĕсем.

Çитĕнĕвĕсем пирки район хаçатĕнче те пĕрре мар çырнăччĕ. Ал айĕнчи япаласенчен чăн-чăн илем калăплама вара икĕ ывăлĕпе хĕрне ашшĕ, хамăр тăрăхри паллă ăстаçă Димитрий Ириков, мĕн пĕчĕкрен вĕрентнĕ.

Çак кунсенче, акă, вĕсен тепĕр пĕрлехи çĕнтерĕвĕ пирки савăнăçлă хыпар çитрĕ. Хальхинче Никита Ириков пĕтĕм Раççей шайĕнче чи пултаруллисен йышне кĕнĕ.

«Неопалимая купина» конкурсăн Мускаври финалĕнче тупăшма унăн ĕçĕ республика тапхăрĕнче мала тухнă май тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть жюри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ: «Декоративно-прикладное творчество» номинацире Никита Ириков виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Раççей шайне 62 субъектран алĕçĕсене тăратнине шута илсен ку, паллах, – çав тери пысăк çитĕнÿ. Республикăри тапхăрта та вăл тупăшăва хутшăннă чылай конкурсанта хыçа хăварма пултарнă.

Аса илтеретпĕр, «Неопалимая купина» пултарулăх конкурсĕ ВДПО тата МЧС тытăмĕсем йĕркеленипе çулсерен иртет. Унта пушар хăрушсăрлăхне çутатакан чи лайăх ĕçсене палăртаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика