Кăкăра тĕрĕслетпĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:30 Просмотров: 1416

Маммографи, сĕт парĕсен УЗИ тĕпчевĕ витĕр кашни хĕрарăмах тухма пултарать. Анчах та хăшпĕрисем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшмаççĕ, тĕпчевсем тумаççĕ.

Ку анчах та мар. Харпăр хăйĕн кăкăрне тĕрĕслеме ÿркенеççĕ. Тĕрĕссипе, нумай вăхăт та кирлĕ мар. Кашни уйăхра пĕр хутчен 10 минут уйăрни çителĕклĕ.

Астăвăр: кăкăр ракĕпе чирлекенсен йышĕ сахал мар. Çавăнпа та хĕрарăмăн кăкăра кашни уйăхра менструаци тапхăрĕнче яланах пĕр кунра тĕрĕслемелле. Енчен те этемлĕхĕн черченкĕ çуррин уйăх хушши пулма пăрахрĕ пулсан çапла тумалла: кашни уйăхра палăртнă пĕр кунра кăкăра алăпа тыткаласа пăхмалла. Тĕрĕслеве бюстгальтертан тытăнăр. Япала çинче сарă, хăмăр, симĕс пăнчăсем пурри хĕрарăма сисчĕвлентермелле. Бюстгальтера тĕрĕсленĕ хыççăн пилĕк таран хывăнмалла, куçкĕски умне тăмалла. Пĕр кăкăр тепринчен кăшт пысăкрах пулни норма. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кăкăр ÿт-тирĕ, чĕчĕ пуçĕ улшăннипе-улшăнманнине тимлĕ пăхмалла. Унтан икĕ алла çÿле çĕклĕр. Кăкăр мĕнле куçнине хаклăр. Сĕт парĕсем айккинелле куçни, кăкăр ÿт-тирĕ «ÿкме» пуçлани е тăртанса тăни, лимон хуппи пек пулни, хĕрелни, чĕчĕ пуçĕ пĕрĕнни, куçни, шĕвексем пурри хăвăртрах маммолог патне каймаллине систерет.

Кăкăр ÿт-тирĕ çирĕп тата яка пулсан ăна хыпашлама (малтан тăрса, кайран выртса) пуçлăр. Паллах, сĕт парĕсене душ пÿлĕмĕнче тĕрĕслеме аванрах, мĕншĕн тесен йĕпеннĕ ÿт-тир тăрăх алă лайăх шуçать. Малтан пĕр кăкăрне, кайран теприне хирĕçле алăпа пÿрнепе çиелтен тытса пăхăр. Çакă вăл хытнă вырăнсене асăрхама пулăшать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пысăк кăкăра алăпа тытса тăмалла. Палăртмалла, хыпашласа тĕрĕслеме аяк пĕрчисенчен аялла тата кăкăр шăмминчен хул хушши айĕ патнелле пуçламалла, лимфа тĕввисене сăнамалла.

Ура çинче тĕрĕсленĕ хыççăн хытă вырăн çине выртмалла. Тĕрĕслеме палăртнă кăкăр енчи алла пуç хыçне хумалла. Икĕ меслет пур. Сĕт парĕсене, акă, пÿрнесене спираль евĕр куçарса тата лаптăксем çине уйăрса тĕрĕслеме пулать. Чи юлашкинчи сăнав – чĕчĕ пуçĕсене тимлĕ пăхăр, вĕсен тĕсне хаклăр, тавралла хыпашлăр. Пăчăртаса пăхăр. Нимĕнле шĕвек те тухмасть-и?

Сыхланасси сипленессинчен аванрах. Кăкăра тĕрĕслеме хăнăхни сывлăха упрама пулăшĕ.

Ильзита ИВАНОВА,

район тĕп больницин акушер-гинекологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика