Вăхăтра сывалмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:32 Просмотров: 1415

Остеопороз – шăмăсен чирĕ. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕччен ку чир пирки пĕлмен те.

Остеопороз пирки француз ученăйĕсем 1873 çулта çырса кăтартнă. Унччен маларах, 1824 çулта, акăлчан хирургĕ ватăсен пĕçĕ шăмми тăтăшах хуçăлнин сăлтавне пĕлтернĕ. Ăна вăл аслă ăрурисен шăммисем çирĕп маррипе çыхăнтарнă.

Хальхи вăхăтра тĕрĕс диагноз лартнăран аталаннă çĕршывсенче çынсен ĕмĕрĕ вăрăмлансах пырать.

Раççейре остеопорозпа 50 çултан тата çак ÿсĕмрен иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăм тата кашни тăваттăмĕш арçын аптăрать. Палăртмалла, çĕршывра кашни минутра çурăм шăммине 7 çын хуçать. Çавăн пекех кашни 5 минутра пĕç шăммине амантаççĕ.

2035 çул тĕлне остеопороза пула шăмăсем хуçăлнă тĕслĕхсем 590 пинрен тытăнса 730 пине çити ÿсĕç.

Остеопороз ытларах чухне хĕрарăмсем 65 çултан, арçынсем 70 çултан иртсен аталанать. Çавăн пекех сахăр диабечĕн I тата II типĕсемпе, щит евĕрлĕ пар чирĕсемпе, ревматизмпа, вар-хырăмпа аптракансен те асăрхануллă пулмалла.

Пациентăн хăйĕн тата ратри тăванĕсен шăмă хуçăлнă пулсан та остеопороз аталанма пултарать. Çавăн пекех çак чирĕн сăлтавĕсем: кальци тата Д3 витамин çитменни, хусканусем сахал туни, кĕлетке виçи пĕчĕк пулни, пирус туртни, алкогольлĕ шĕвексем ĕçни. Тăрăшсан çак сăлтавсене сирме пулать.

Кальципе тата Д3 витаминпа пуян апат-çимĕç – сĕт продукчĕсем, сыр, брокколи, китай купăсти тата çулçăллă купăста, петрушка, мăйăр, пулă. Çитĕннĕ çынна талăкра апатпа пĕрле кальци 1000 мг, 8 çула çитменнисене – 800 мг, 9–18 çултисене 1300 мг, çире пур тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене тата 50 çултан иртнисене 1500 мг кирлĕ. Д3 витаминсăр сывлăха çирĕплетме кăткăс. Вăл çитĕннĕ çынна талăкра 25 мкг кирлĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çуран уçăлма тухмалла, мышцăсене çирĕплетекен хусканусем тумалла, ташă кружокĕсене, бассейна çÿремелле. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлма тăрăшăр. Пирус туртма, эрех-сăра ĕçме пăрахăр. Кирлĕ пулсан тухтăр пулăшăвĕпе усă курăр. Тĕрĕс диагноза вăхăтра палăртсан остеопорозран сипленме пулать.

Антонина ТАБАРДАК,

медицина профилактикин, сиплев физкультурин

тата спорт медицинин республикăри центрĕн

медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика