Çĕнтерÿ футбол тусĕсене ÿстерчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:33 Просмотров: 226

Вăрнарти «Химик-Август» команда кăçал та Раççей первенствин «Приволжье» зонинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Первенствăн пĕтĕмлетÿллĕ турĕ октябрĕн 26-мĕшĕнче Самар облаçĕнче иртнĕ. Унта «Химик-Август» Тольяттири «Академия Коноплева» командăна 4:1 шутпа парăнтарнă. Çапла пирĕн футболистсем хăйсен чи çывăх соперникĕсенчен – Пенза облаçĕнчи Каменка хулинчи «Дорожник» командăран – икĕ очко ытларах иртсе Атăл тăрăхĕнче чи вăйлисем пулнине çирĕплетрĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Чулхула облаçĕнчи Ковернино хулинчи «Волна» команда.

«Химик-Август» ку футбол сезонĕнче те 2018 çулхи ăнăçăва тавăрчĕ: «Приволжье» зонин Кубокне те, Первенствине те çĕнсе илчĕ.

Çак кунсенче «Химик-Август» Сочире пулакан Раççей первенствин финалне çул тытать. Унта вăл III лигăра ытти округсенче çĕнтернĕ командăсемпе тупăшĕ.

Пĕлтĕр вăрнарсем ку турнирта та историлле çĕнтерÿпе палăрнăччĕ. Кăçал та вĕсемшĕн «чирлекенсем» юратнă командăран чаплă вăйăсем кĕтеççĕ. «Химик» футбол клубĕн пуçлăхĕ Евгений Анатольевич Захаров пĕлтернĕ тăрăх, «Химик-Август» Раççей первенствине хутшăнни Вăрнар район çыннисенче футбола кăмăллассине ÿстернине пĕлтерчĕ. Килти футбол матчĕсене 800-е яхăн болельщик пухăнать. «Химик» спорт клубĕн çамрăк футболисчĕсен те ăнтăлмалли пур – вĕсем «Химик-Августăн» тĕп командине лекме пултарĕç. Кăçал ун йышне тата тепĕр çамрăка – Вăрнар каччине Максим Куприянова илчĕç.

«Химик» спорт клубĕн ачасен командисем те ку сезонта ăнăçлă вылярĕç. 16–17 çулсенчи çамрăксем Чăваш ен первенствин çĕнтерÿçисем пулса тăнă. 2006–2007 çулсенче çуралнă ачасен команди 3-мĕш вырăн йышăннă.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика