Парăмçăсенчен çирĕп ыйтаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:34 Просмотров: 1418

Суд йышăнăвĕсене пурнăçлассине тивĕçтерекен, парăмсене шыраса илессипе тата судсене хураллассипе тимлекен патшалăх службин ĕçченĕсем – суд приставĕсем – ноябрĕн 1-мĕшĕнче хăйсен професси кунне паллă турĕç. Ку службăн Вăрнарти сотрудникĕсем черетлĕ уява мĕнле кăтартусемпе тата кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни çинчен суд приставĕсен районти пайĕн пуç-лăхĕ Ирина Владимировна СЕМЕНОВА каласа кăтартать:

– Хамăрăн кăçалхи 10 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, хистевлĕ пурнăçлав докуменчĕсем пĕлтĕрхинчен ытларах пулни курăнать, ÿсĕм 7 процент енне. Вăрнарти пай сотрудникĕсен 12 пин енне йышăнăва ĕçе кĕртессипе тимлеме тивнĕ. ,ç калăпăшĕ нумайланни, тĕпрен илсен, çул-йĕр сферинчи административлă штрафсене шыраса илмелли актсем тата суд акчĕсем йышланнипе çыхăннă.

Кăçал эпир пĕтĕмпе 26 миллион тенкĕ енне тавăрма пултарнă, урăхла каласан районти пĕр суд приставĕ вăтамран 5 миллион тенкĕ енне шыраса илнĕ.

– Суд приставĕсен служби, ачасен интересĕсене хÿтĕлесе, алимент парăмĕсене татассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе кăçал мĕнле вăй хунă?

– Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсен, кунта чи малтанах алиментсем шыраса илесси кĕрет, пĕрмаях çирĕп тĕрĕслевре. Приставсем тĕрлĕрен хистев мерисемпе анлă усă кураççĕ: шалуран укçа тытса юлнинчен пуçласа уголовлă яваплăх таранах. Енчен те алимент тÿлемен çын чылай вăхăт тупăнмасть-тĕк, ăна шырава кăларатпăр. Çакă та пулăшмасан, алимент илме тивĕçлĕ çынна суда тухма сĕнетпĕр. Суд парăмçа хыпарсăр çухалнă тесе йышăнни ачана пăхса усракана çухатнипе пенси илме право парать.

Алиментпа çыхăннă вĕçлеймен пурнăçлав докуменчĕсен хисепĕ çулталăк пуçланнăранпа 11 процент чакрĕ, паянхи куна вĕсем – 210 ĕç. Вăтамран пĕр пурнăçлав производствипе алимент парăмĕсен виçи 130 пин енне тенкĕпе танлашать.

– Хистевлĕ пурнăçлав мерисем тĕрлĕрен терĕр. Парăмçăсен ятарлă прависене вăхăтлăх чарни тата Раççей тулашне кăларса яманни витĕмлĕ мелсем-и?

– Ытларах чухне вĕсемпе шăпах алимент тÿлеменнисем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Ку мерăсене уйрăмах витĕмлĕ тесе шутлатăп. Тепĕр чухне водитель правине туртса илесси çинчен асăрхаттарни те çителĕклĕ – çын парăмсене хăвăрт татать. Кунсăр пуçне алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансене кашнине тенĕ пекех çĕршыв чиккисем урлă каçма та чарнă.

Районта алиментсем тĕлĕшпе парăм пухнă 32 çынна административлă явап тыттарнă, 11-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Асăннă çак мĕнпур мел суд приставĕсене ачасем валли 2 миллион ытла тенкĕ шыраса илме май панă.

– Професси уявĕ ячĕпе хăвăр ертсе пыракан коллектива мĕн суннă пулăттăр?

– Чи малтанах ĕçтешсене уяв ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, малашлăха çирĕппĕн пăхма сунатăп. Кашни кун çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтартăр, палăртнă тĕллевсем яланах пурнăçланччăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика