Финанс пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:34 Просмотров: 1440

Республикăра пурăнакансен финанс пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Иртнĕ шăматкун Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче Пĕтĕм Раççейри перекетлĕх эрни йĕркипе Финанс пĕлĕвĕн çемье фестивалĕ иртнĕ.

Фестивале хутшăннисем ачасене укçа-тенкĕ енпе тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентесси, пулас пенсионерсен укçа-тенкĕ çаврăнăшне йăнăшмасăр йĕркелесси, акцисен рынокĕ, финанс тĕлĕшпе воспитани парасси, çемьен финанс сывлăхĕ пирки калаçнă.

Харпăр хăй финансне планлассипе, пурнăçа йĕркелессипе тата ытти енпе вăйăсем, çамрăксемпе «Çемье бюджечĕ» тата «Финанс килĕшĕвне ăса хыватпăр» темăсемпе мастер-классем йĕркеленĕ т.ыт.те.

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курассипе ирттернĕ «Дружи с финансами» творчество конкурсне хастар хутшăннă. К.Воробьева эссе çырас конкурсра çĕнтернĕ. Ертÿçипе Нелия Евгениевна Игнатьевапа пĕрле иккĕшне вĕсене Финанс пĕлĕвĕн çемье фестивалĕнче дипломпа тата парнесемпе чысланă.

Фестивале хутшăнакансене Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов саламланă.

Сăмах май, çулталăк пуçламăшĕнче Финанс пĕлĕвĕсен наци агентстви Раççей субъекчĕсенче халăхăн финанс пĕлĕвĕ мĕнле шайра пулнине тĕрĕсленĕ. Чăваш ен унта «ылтăн варрине» йышăннă.

Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун çамрăк ăрăва укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентессине тимлĕхе илнĕ. Ача сачĕсенчен, пуçламăш классенчен тытăнса кĕçĕннисене финансăн чи ансат ăнлавĕсемпе тата инструменчĕсемпе паллаштарассипе вĕрентÿллĕ занятисем иртеççĕ. «Финанс пĕлĕвĕн никĕсĕсем» предмета пĕтĕмпе ултă шкулта вĕрентеççĕ, ытти шкулсенче ачасем ăна экономика тата обществознани урокĕсенче ăса хываççĕ.

2014 çултанпа Чăваш ен çулсеренех Пĕтĕм Раççейри финанс пĕлĕвĕн кунĕсене тата эрнине хутшăнать. 2017–2019 çулсенче уçă уроксем, викторинăсем, мастер-классем, семинарсем евĕр мероприятисем 1,5 пине яхăн иртнĕ, вĕсене 50 пин ытла çын хутшăннă.

Раççей Банкĕ пулăшнипе шкул ачисем валли интернетра онлайн-уроксем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр вĕсене 17 пин ытла вĕренекен итленĕ.

Ку тĕллевпех шкулсене вĕренÿ пособийĕсемпе тата вĕрентÿпе методика литературипе тивĕçтереççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика