Çăмăллăх кÿреççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:07 Просмотров: 1273

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать.

2018 çултанпа, акă, çăмăллатнă çемье ипотекин программи пурнăçланать. Ăна федераци бюджечĕ субсидилет. Ку пулăшупа пурнăç условийĕсене лайăхлатас текен çемьесем усă курма пултараççĕ.

Кăçалхи апрелĕн 5-мĕ-шĕнче Раççейре çăмăллатнă ипотекăн çĕнĕ правилисем вăя кĕнĕ. Маларах иккĕмĕш е виççĕмĕш ачасем çуралнăшăн субсидировани тапхăрне виçĕ, пилĕк е сакăр çуллăха палăртнăччĕ. Ун чухне кредита тепĕр хут рефинансировани тума та май çукчĕ. Халĕ икĕ е ытларах ачаллă çемьесем 6 процентлă ипотекăпа яланлăх усă курма пултараççĕ. Программа условине лекеççĕ пулсан маларах ипотека илнисен те процентсене çĕнĕрен шутлаттарма май пур.

Чăваш ен Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 6 процентлă кредита 672 çемье илнĕ, вăл шутра 493 çемье – кăçалхи тăхăр уйăхра. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма республикăри амăшĕн капиталне те (100 пин тенкĕ) яма май пур. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку мелпе республикăри 857 çемье усă курнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика