Сусăрлăх чăрмав мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:08 Просмотров: 1245

Çакна районти инвалидсен обществине пĕрлешнисем нумай ĕçпе çирĕплетеççĕ.

Нумаях пулмасть вĕсем шашка тата шахмат енĕпе куç курманнисем хушшинче ирттернĕ Чăваш ен чемпионатĕнче палăрнă. Ăмăрту Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче иртнĕ.

Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи обществăн хастарĕсем унта тăххăрăн хутшăннă. Вăрнарсенчен шашка енĕпе иккĕн призерсен йышне кĕнĕ. Хурăнсур Çармăсри Алина Иванова 2-мĕш, Çĕньял Хапăсри Михаил Траков 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

– Палăртма кăмăллă, пирĕн общество хастарĕсем ăс-хакăл ăмăртăвĕнче çулсерен çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Пире вĕсене хутшăнма, вырăна çитме район администрацийĕ пулăшни те хавхалантарса пырать, – пĕлтерчĕ куç курманнисен районти обществин председателĕ Галина Мясникова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика