Хăв курни витĕмлĕрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:09 Просмотров: 1303

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историлле пулăмĕсене астутарас, Çĕнтерĕвĕн мухтавне ăруран ăрăва куçарас тĕллевпе республикăра пат-риотизмла тĕрлĕ мероприяти иртет.

«41-мĕш çулхи хĕл: тылри курăнман паттăрлăх» ятпа Çĕмĕрле çĕрĕ çинче иртнĕ çарпа истори реконструкцийĕ те пархатарлă ĕçсен шутĕнче. Унта Чăваш енри тата Мордва Республикинчи шырав отрячĕсен, кадет класĕсен 200 ытла представителĕ хутшăннă. Вăрнар районĕнчен харăсах икĕ шкул: Калининăри тата Мăн Явăшри вăтам шкулсен кадечĕсем.

Çĕрпÿртсем, окопсем, кĕреçесем, киркăсем, лумсем... – ачасене курмалли, ăса хывмалли, хăйсем пĕлтерĕшлĕ пулăмăн пĕр пайĕ пулнине туймалли чылай самант пулнă.

Сăр çинчи хÿтĕлев рубежне шартлама сивĕри йывăр условисенче хатĕрленĕ. Окоп-траншейăсене кунсерен 100 пине яхăн çын хутшăннипе 45 кунта чавса пĕтернĕ. Сăр çинчи рубеж Мускав оборонине татсан тăшманăн Хусана тапăнса пырас çулне пÿлмелли хÿтĕлев шутланнă.

– Çак мероприятисен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Вăл ачасене тыл ĕçченĕсем те иксĕлми хăюлăхпа, чăтăмлăхпа палăрнине, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассинче вĕсен тÿпи те пысăк пулнине, вăрçă çулĕсем мĕн тери йывăр килнине вĕрентет. Хăв куçпа курни илтнинчен витĕмлĕрех, – терĕç Калининăри тата Мăн Явăшри вăтам шкулсен директорĕсем Татьяна Павловна Ефимовапа Надежда Петровна Федорова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика