Шĕнерсен несĕлĕсем ăçта пурăннă?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:10 Просмотров: 1298

Шĕнер Ишек тăрăхне икĕ енчен çитме пулать: Калинино салинчи пасар çумĕнчи çулпа тата Аçăмçырми витĕр. «Чăваш энциклопедийĕнче» çак ял пирки ĕлĕк Юнтапан пĕр урамĕ пулнă, халĕ ку ял çук тенĕ, 1858 çулта кунта 174 арçын тата 174 хĕрарăм пурăннине палăртнă.

Шел, ялти ватăсем те авалхи пурнăç мĕнле пулнине пĕлсех каймаççĕ. Тĕрĕссине тупас тесе архиври чылай документа тишкерме тиврĕ. Казаксен атаманĕ Степан Разин 1670–1671 çулсенче хура халăха пăлхантарнă. Çав тапхăрта ку тăрăхра Нурăс, Тăван тата ытти ялсем палăрнă, анчах Çавал юппи пуçĕнчи Юнтапа е Шĕнер Ишек ятлă ялсем пирки асăнни çук. Паллах, пире халăх хушшинче ирттернĕ перепиç хучĕсем пулăшма пултараççĕ. Перепиçе вырăсла «Ревизские сказки» тенĕ. Перепиç вăхăтĕнче ялсен ячĕсене, миçе кил пулнине, миçе арçын пурăннине, налук мĕн чухлĕ тÿленине палăртнă. Çак таврашра пĕрремĕш перепиçе 1723 çулта ирттернĕ. Вăл вăхăтра хальхи вырăнта Шупашкар уесĕнчи Ишек вулăсне кĕрекен Юнтапа ятлă ял палăрнă. Çак перепиçченех Ишек вулăсĕнче Алина (халĕ – Чанкасси), Байзарина (халĕ – Ишек сали), Пичурина (халĕ – Ырашпулăх), Котякова (халĕ – Вăрăмту), Тоганашева (халĕ – Кăшавăш) тата Алгазина ятлă ялсем пулнă. Халĕ Алгазино (Малти Ишек) ялĕ Вăрнар районĕнче, ытти ялĕсем Шупашкар районне кĕреççĕ. ,лĕкех пулнă Юнтапан тĕп тата ватă ялĕсем хальхи Ишек сали çумĕнче лараççĕ пулсан, çав вырăнти черемис-чăвашсем паянхи Шĕнер Ишек вырăнне куçса килсе хура вăрман уçланкинче Юнтапа ятпа çĕнĕрен ял пуçласа янă тесе ăнлантарасшăн. Лайăхрах астумалла пултăр тесе тата вăл вăхăтра инçетрех те мар Юнтапа ятлă ялсем тата пулнă пирки Çавалăн пĕр юппи пуçĕнче вырнаçнă çĕнĕ яла авалхи хутсем çине Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕ тесе çырнă.

1723 çулта Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕн старости Артюшка Терекеев, шанса суйланă Милюта Мишуткин, вунă кил-пÿрт пуçлăхĕ Алексей Митяков патша тарçисене ялта 36 кил-пÿрт пурри, 11 ясаклăх çĕрпе усă курни, арман налукне çулталăкра укçалла 26 алтын тата 4 тенкĕ тÿлени çинчен пĕлтернĕ. Пĕр ясакра вăтамран 10 гектар çĕр шутланнă.

1680 çулсем вĕçнелле Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕнчи виçĕ-тăватă кил хуçисем уйрăлса тухнă та килĕсене Хум юханшывĕ пуçĕнчи ирĕклĕ вырăна кайса лартнă. Çакна 1723 çулхи перепиçех пĕлтерет. Шупашкар уесĕнчи Ишек вулăсĕнчи Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕн çĕнĕ выççăлккине Хум пуçĕнчи Юнтапа ятпа палăртнă. Ял старости сакăрвун пиллĕкри Илемек Чюраков патша тарçисене çапла ăнлантарнă: «Халĕ ку ялта манăн вăтăрти Огзеней ывăлпа саккăрти Иска мăнук анчах пурăнаççĕ. 1719 çулта перепиç пулнă чухне хĕрĕх саккăрти Стенка Атимов пурăнатчĕ. Перепиç хыççăн вăл таçта кайса çухалчĕ. Халĕ ялта пĕр кил пур, эпир ывăлпа çур ясаклăх çĕрпе усă куратпăр».

Малалла патша тарçисем Чĕмпĕр уесĕнчи Кивĕ Метля ялĕнчен çемйипе куçса килнĕ хĕрĕхри Изельтеряк Сарбахтина тĕпченĕ, ăçта çухалса çÿрени тата налуксене тÿлени-тÿлеменни пирки ыйтнă. Вăл çапла хуравланă: «Манăн атте Хум пуçĕнчи Юнтапа ялĕнче пурăннă. Пурнăç мĕскĕнрех пулнă пирки вăтăр çул каялла Чĕмпĕр уесĕнчи Кивĕ Метля ялне ĕçлеме тухса кайнă. Атте çав ялтах вилчĕ. Эпĕ вара унта ĕçлесе пурăнтăм, çемье çавăртăм. Çĕнĕ саккун тухнă хыççăн тăван яла килме шутларăм. Налуксене ниçта та тÿлемен. Халĕ манăн вуниккĕри Касмурзапа саккăрти Калуга ятлă ывăлсем пур». (РГАД.Ф.350.Оп.2.Д.4035).

Хум юханшыв çумне вырнаçнă Юнтапа ялĕнчи Сарбахта вăтăр çул каялла çемйипе Чĕмпĕр уесĕнчи Кивĕ Метля ялне тухса кайнине 1723 çулта унăн хĕрĕхри ывăлĕ Изельтеряк пĕлтернĕ. Хумри Çĕнĕ Юнтапа выççăлккине 1693 çулта палăртнă (халĕ Хум-Юнтапа ялĕ Йĕпреç районне кĕрет). Апла, Шупашкар уесне кĕнĕ Ишек вулăсĕнчи Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕ тата аслăрах пулать. Ку ял Степан Разин вăхăтĕнче, 1671 çулта, палăрман пулсан та Çавал пуçĕнчи Юнтапана 1670-мĕш çулсем вĕçнелле е 1680-мĕш çулсем пуçламăшĕнче никĕслеме пултарнă. 1747 çулта ирттернĕ перепиç Çавал пуçĕнчи Юнтапара 117 арçын пурăннине пĕлтерет.

Иккĕмĕш Кĕтерне патша пуç пулнă вăхăтра, 1773–1774 çулсенче, япăх пурнăçа пула халăхсем пăлханма пуçланă. Вĕсене казаксен атаманĕ Емельян Пугачев ертсе пынă. 1774 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пăлхавçăсем Атăл урлă каçса чăвашсен çĕрĕ çине, Сĕнтĕр сали патне, çитсе тăнă. Çул çинче нумай халăха пăлхантарса, икĕ талăкра 130 çухрăм ытла кайса Е.Пугачев çарĕ июлĕн 19-мĕшĕнче Сăр юханшывĕ хĕрринче ларакан Ильина Гора сали патне çитнĕ. Çавал пуçĕнчи Юнтапари тата Хутар салинчи черемис-чăвашсем, Хутар чиркĕвĕн прихутĕнче пĕрле тăнă май, патша тарçисене хирĕç кĕрешме пăлхавçăсен ретне йышлăн тăнă. Каярахпа вĕсене вырăс патшин çарĕсем хаяррăн пусарнă. Пысăк айăплисене тытнă вырăнтах вĕлернĕ. Нумайăшне хĕнесе тĕпченĕ, тĕрмене хупнă. Шупашкар хулинчи салтаксене ытти айăплисене çакса вĕлермелли такансем туса ялсенче вырнаçтарма хушнă. Çавăн пек такана Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕнче те лартмалла пулнă (ГИА ЧР.Ф.2.Оп.1.Д.144).

Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕпе уессен çар пуçĕн должноçне пăрахăçланă, уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Çакăн хыççăн 1780 çултанпа Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялне Етĕрне уесне Ишек ятлă вулăспах кĕртнĕ. 1784 çулта Çавал пуçĕнчи Юнтапа Нурăс вулăсĕнче шутланса тăнă. 1780 çулсенче Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕ вакланма пуçланă. Унăн Шĕнер, Чăрăшкасси, Шуркасси выççăлккисем палăрнă. Ку ялсем çапла вырнаçнине 1795 çулхи картта та çирĕплетет (ГИА ЧР.Ф.206).

1823 çулта Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕ Мăн Хапăс вулăсне кĕнĕ. Етĕрне уесĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă 1826 çулхи докуменчĕсем тăрăх, Çавал пуçĕнчи Юнтапа ялĕнче (ку шута виçĕ выççăлккине те кĕртнĕ) 271 арçын пурăннă. Малалла вара ку ялсем ытларах Нурăс вулăсĕнче тытăнса тăнă. 1858 çулта Юнтапа-Шĕнер ялĕнчи 72 килте 171 арçынпа 194 хĕрарăм, Юнтапа-Чăрăшкассинчи 47 килте 129 арçынпа 134 хĕрарăм, Юнтапа-Шуркассинчи 42 килте 113 арçынпа 109 хĕрарăм пурăннă. Вакланса кайнă пирки ĕлĕкех пулнă Юнтапа ят 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле çухалнă.

Юнтапа тени мĕне пĕлтерет-ха? Тупсăмне пĕлме сăмаха пайламалла – «юн» тата «тапа» («тапать»). Сывлăх енчен ăнланаканĕ тин çуралнă арçын ачан юн таппине тĕрĕсленĕ, юнĕ тапать е чупать тесе пĕлтернĕ. Çакăн пиркиех ача çумне Юнтапа ят çыпăçнă. Чăвашсене тĕне кĕртиччен, 1740–1760 çулсемччен, арçын ачасене çавăн евĕрлĕ ятсем панă.

Александр СТЕКЛОВ, тĕпчевçĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика