Фермăра тăрăшакансен канма вăхăт çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:11 Просмотров: 1268

Район экономикин тĕп отраслĕ – ял хуçалăхĕ. Ку сферăра тимлекенсем халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерес тесе çăмăл мар, анчах та чи кирлĕ ĕçе пуçĕпех кÿлĕннĕ.

Фермăра тăрăшакансен пĕр канмалли кун та çук. Ир-ирех ура çине тăрса ĕç-пуçа пуçтарнă хыççăн фермăна васкаççĕ. Элмен Сунарти Галина Борисова вунпиллĕкмĕш çул аш-какай комбиначĕн сысна комплексне çул такăрлатать. Тăрăшнине кура хисепĕ. Кăçал вăл районта иртнĕ ĕçлĕ ăмăртура мала тухнă, «Чи лайăх сысна пăхакан» ята тивĕçнĕ. Галина Геннадьевна чух-чухсене талăкне 800 грамм ÿт хушăнтарса пынă.

– Хуçалăхăн экономика аталанăвне малалла та пысăк тÿпе хывасчĕ, – терĕ вăл савăнăçлăн.

«Знамя» кооперативри Эльвира Семенова та ырă ятра. 30 çул ытла фермăра вăй хурать, дояркăра тăрăшать. Кăçал ăна Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан чысланă. ,çе Кушикрен çÿрет. Хастар хĕрарăмăн хушма хуçалăхĕ те çирĕп. Эльвира Александровна икĕ ĕне усрать. Ачисем çемье çавăрнă пулсан та юратнă амăшĕ патне час-часах килеççĕ, кил хуçалăхĕнче ĕçлесе пулăшаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика