Хамăр тăрăхрах тупма пулать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:12 Просмотров: 1302

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 839 çын ĕç вырăнĕ шыраса килнĕ. Вĕсенчен 817-шне ку енĕпе пулăшма май килнĕ. ,çе вырнаçтараслăх шайĕ 97 процентпа танлашнă.

Çак даннăйсене депутатсен район Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче районăн тăхăр уйăхри экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май пĕлтернĕччĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара, ку центр информацийĕ тăрăх, ĕçсĕр граждансен хисепĕ – 77 çын. Çак йышра 33 хĕрарăм, тăххăрăшĕ – 16–29 çулхи çамрăксем, пенси çулне çывхараканнисем – 12 çын. Шутра тăракансенчен вунулттăшĕн аслă пĕлÿ пур, 34-шĕ вăтам професси, 26-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам (тулли), пĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿллĕ.

Районта регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,45 процентпа танлашать.

Ĕçлес кăмăллисем валли хамăр тăрăхрах пушă вырăнсем сахал мар – районти предприяти-организацисем, учрежденисем пĕтĕмпе 430 ваканси сĕнеççĕ. Пуринчен ытла ял хуçалăхĕнче, строительствăра, суту-илÿре, сывлăх сыхлавĕнче тата вĕрентÿре специалистсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Кунсăр пуçне 668 çынна професси тĕлĕшпе пулăшу панă. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 52 çын хуралçăна, электрогазосварщике, электромонтера, водителе, котельнăй операторне, тракториста вĕренсе тухнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика