Хисеплĕ ĕçĕшĕн тав тунă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:12 Просмотров: 1304

Ноябрь пысăк юбилейсемпе пуян. Пирĕн районта саккăрăн 90-мĕш, пĕр çын 95-мĕш çуралнă кунĕсене кĕтсе илеççĕ. Пĕр сăмахсăрах, ку сумлă датăсем – калама çук пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пурнăçăн тумхахлă çулĕпе пĕр ĕмĕр енне утса тухма çăмăл мар. Кашнинех пÿрмен çакнашкал телей.

Пурте вĕсем – ĕç çыннисем, районăн тĕрлĕ вăхăтĕнчи аталанăвне «çыракансем». Ĕçре пиçĕхниех ĕнтĕ йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр малаллах ăнтăлма хăнăхтарнă. Вăрçă ахăрсаманине те, ун хыççăнхи выçăллă-тутăллă çулсене те курнăскерсен нуши-тертне ытлашшипех астивме лекнĕ. Çак çирĕплĕх шăпах пурнăç шăнăрĕ пулнине палăртаççĕ те вĕсем.

Вырсарникун, акă, Çăкаллă Явăшри Аксиния Петровна Петрова Раççей Президенчĕ ятĕнчен саламлă открытка йышăннă. Ăна хисеплĕ ватă патне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Горбунов тата Мăн Явăш поселенийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев çитернĕ. Салам сăмахĕсемпе пĕрлех хăнасем аслă ăру çыннисен вăй-хăватĕнчен тĕлĕннине те пытарман. Ачалăх мĕнне те пĕлмен вĕсем, çамрăклăхĕ те вăйă-кулăра иртмен, пурăннă кашни кунĕ тăрăшуллă ĕçре пулнă. Халĕ канăва, лăпкăлăха тивĕçлĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çак çулсенче те вăй çитнĕ таран ăшталанаççĕ – ĕçе пĕр хăнăхнă алăсем кану мĕнне пĕлмеççĕ.

90 çулхи юбилейне паллă тунă Аксиния Петровна ялта та пысăк хисепре. Çăкаллă Явăшрах çуралса ÿснĕ вăл, ĕçченлĕхĕпе тăван тăрăхах усă кÿнĕ. Тыл хастарĕ: фронтра çапăçакансене мĕнпуррипе тивĕçтерес тесе ыттисемпе тан хăйне шеллемесĕр вăй хунă. Чылай çулхи стажĕ унăн ял хуçалăхĕнче çырăннă, тăван колхозăн малти ретри ĕçченĕсен йышĕнче пулнă яланах. ,ç ветеранĕн ахальтен мар наградисем те чылай. «Пурнăçа юратни, ырă кăмăл-туйăм сирĕн нихăçан та ан иксĕлтĕр. Çакă малашне те хавхалану парса пытăр», – татах та вăрăм кун-çул суннă Аксиния Петровнана пысăк хăнасем.

Ноябрь пуçламăшĕнче Авшак Элменти Нина Константиновна Илларионова та тăванĕсемпе ял çыннисенчен чунран тухакан саламсем йышăннă. Вăл та 90 çул тултарнă. Юбиляра савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ăшшăн саламланă. Сумлă ватăна вăл тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, çывăх çыннисен хÿтлĕхне туйса тата нумай çул пурăнма суннă.

Нина Константиновна аслă ăрури çынсене пуренлĕ тимлĕх уйăрнăшăн, хăйне хисеп тунăшăн пурне те тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика