Хастар, ырă, сăпайлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:12 Просмотров: 1273

Пурнан пурнăçра этемĕн йÿççипе пылаккине лайăхах астивме тивет. Мăн Явăшри Ирина Петрова мăшăрĕпе пилĕк ачана кун çути парнеленĕ.   Шел те, унăн упăшки ытла та ир пурнăçран уйрăлса кайнă. Ирина Петрова ун чухне 38 çулта кăна пулнă, чи кĕçĕн ывăлĕ – тăватă уйăхра. Черченкĕ хĕрарăма чунри сурана сиплеме питĕ йывăр пулнă.

Мĕнпур вăя пухсан кăна вăл пилĕк ачине ура çине тăратма пултарнине çирĕппĕн ăнланнă. ,ненĕве, чун илемлĕхне çухатман, пуçа усман, тÿсĕмлĕх çитернĕ. Пурнăç çине шанчăклăн пăхнă, ырă пуласлăх çинчен ĕмĕтленнĕ.

Халĕ аслă ачисем – Андрей, Елена, Акулина – ура çине çирĕппĕн тăнă ĕнтĕ, çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеççĕ. Акулина çав вăхăтрах кооператив институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Аслисем – амăшĕн тĕрекĕ. Кĕçĕннисем пурнăç çулĕ çине тăман-ха: Дмитрий Шупашкарти техникумра, Иван Мăн Явăшри шкулта ăс пухаççĕ.

Ирина Петрова вĕсем те Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшать. Икĕ гектар çĕрпе усă курать. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тăватă пуç тытать. Чăххи-чĕппи, самăр хур-кăвакалĕ, кроликĕсем те йышлă. Кукăль-икерчĕ пĕçерме ăста. Пĕчĕк мăнукĕ асламăшне юратать. «Асанне маттур!» – тет вăл. Ĕçченшĕн кун кĕске. Ирина Петрова вăхăт мĕнле иртнине те сисмест.

Вăл Мăньял Хапăсра çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, çаврăнăçуллă, вăр-вар пулма вĕрентнĕ. Ашшĕ Анатолий Захаров ĕмĕр тăршшĕпех Вăрнарти вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Шел пулин те, халĕ вăл çут тĕнчере çук. Амăшĕ район тĕп больницинче нумай çул ĕçленĕ, тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Пахча-анкартире ĕçлеме юратать. Унăн кил хуçалăхĕнче питĕ тирпейлĕ. Елена Захарова чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче 80 çул тултарнă.

– Аннене юбилейпе саламлама уяв кĕрекине йышлăн пухăнтăмăр. Ырă та тараватлă çыннăмăрăн сăн-пичĕ савăнăçпа çуталса тăчĕ. Аннен сывлăхĕ юман пек çирĕп, кун-çулĕ чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăрччĕ, – терĕ кăмăллăн Ирина Петрова. – Кĕçĕн мăнукĕсене ытларах тытса куртăр.

Çамрăк хĕрарăм пушă вăхăтра «Çĕнтерÿ çулне» вулама кăмăллать. Калем ăстисен тепĕр чухне компьютер технологийĕн ĕмĕрĕнче хаçата ватăсем анчах вулаççĕ тенине те илтме тивет. Анчах та ку шухăш тĕрĕс мар пулни Ирина Анатольевнăпа калаçсанах аван палăрать. Хаçата вулакансем хушшинче вăйпитти çынсем те сахал мар.

– Ачаранах район хаçатне вулама юрататтăм. Аттепе анне, мамакпа маçак та ăна хăна пекех кĕтетчĕç. Ара «Çĕнтерÿ çулне» алла тытсанах хамăр тăрăхри хыпар-хăнара йăлтах пĕлме пулать. Эпĕ хастар та пултаруллă çынсем çинчен çырнă, общество пурнăçĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă статьясене те кăсăкланса вуланă та, вулатăп та. Реклама материалĕсене те, пĕлтерĕвĕсене те тимлĕ пăхатăп,– терĕ Ирина Анатольевна.

Хăшпĕрисем хаçат çырăнма укçа çук теççĕ, анчах та лавккаран, супермаркетран эрех-сăра сумка тулли (теприсем хул хушшине хĕстерсе) йăтса тухаççĕ. Черкке хыççăн черкке ÿпĕнтере-ÿпĕнтере сывлăхне самаях хавшатаççĕ. Хаçат çырăнса илнĕ пулсан вĕсем алкогольлĕ шĕвĕксен сиенĕ пирки тарăн шухăшлă интервьюсене вуласа пĕлĕччĕç, çапла майпа хăйсен кун-çулне вăрăмлатма пултарĕччĕç.

– Хаçат ырра вĕрентет, – калаçăва малалла тăсрĕ Ирина Петрова. – Чун çимĕçĕ пурне те кирлĕ. Район хаçачĕ кашни киле килсе тăтăр, ĕç нумай пулсан та «Çĕнтерÿ çулне» вулама вăхăт тупăнтăр!

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика