Тар тăкни харама каймасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:13 Просмотров: 1291

Борис СЕМЕНОВ,

«Агрохмель» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи:

– Ĕççи кăçал ăнăçлă, тупăшлă, аграрисене пăшăрхантарса та, савăнтарса та иртрĕ. Çулла шăрăх кăштах çитĕнме чăрмантарчĕ пулин те, хăмла кашни гектартан 17 центнер тухăç пачĕ. Пирĕншĕн ку лайăх кăтарту. Кăçал хăмла пирĕн 20 гектар. Иртнĕ çулсенче тухăç пысăкрах та пулнă, ун пек çул час-часах килмест.

«Хăмла тупăш памасть, тăкак çеç кÿрет», – тет хăшпĕр ертÿçĕ. Çак шухăшпа килĕшес килмест. Услам памасан эпир çитĕнтерместĕмĕрччĕ. Вăл тупăш лайăх панине кура лаптăка татах пысăклатас тетпĕр. Çывăх вăхăтра çĕр хатĕрлесе шпалерсем вырнаçтарасшăн.

Хăмлана сутса пĕтернĕпе пĕрех. Республикăри, тулашри тирпейлекен предприятисем хапăлласах туянаççĕ. Сутлăх хакĕ тивĕçтерет. «Симĕс ылтăнран» илекен тупăш хăй хаклăхне саплаштарма тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкне хатĕрленсе материалсем, çав шутра дизтопливо, туянма çитет.

Кăçал республикăра 177 тонна хăмла – пĕлтĕрхинчен 42,6: нумайрах – пухса кĕртнĕ. Кунта «Агрохмель» тÿпи те пур. Унăн производствине кăçал эпир те пысăклатрăмăр. Çакăншăн савăнатпăр.

 

Вячеслав Ижелеев,

«Луч» ЯХПК ертÿçи:

– Ял хуçалăх çулталăкĕ хресченшĕн çăмăлах пулмарĕ. Анчах та тăван çĕре юратакан ĕç çынни ирхи шуçăмран тытăнса каçхи шуçăмчченех ырми-канми тăрăшрĕ. Кăçал эпир тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 792 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр, уй-хир ылтăнне 2457 тонна çапса тĕшĕлерĕмĕр. Вăтам тухăç 31 центнерпа танлашрĕ. Урпана, кĕрхи тата çурхи тулла кашни гектартан 34 центнер пухса илтĕмĕр.

Кĕрхи çĕртме – пулас тухăç никĕсĕ. Ăна 300 гектар çинче пурнăçларăмăр. Кĕр тыррисем 400 гектар акса хăвартăмăр.

Сысна ĕрчетессипе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем чух-чухсен хисепĕ ÿснине çирĕплетеççĕ: пĕлтĕрхи çак тапхăрта сыснасем 1050 пуç шутланнă, кăçал – 1200 пуç. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 99,8 центнер аш-пăш туса илтĕмĕр. Уй-хир, ферма ĕçченĕсем – пурне те тăрантаракансем. Вĕсен ĕçне тивĕçлипе хакламалла. Хресченĕн ыранхи кунĕ çутă пултăр.

 

Вячеслав Васильев,

«Знамя» хуçалăх ертÿçи:

– Çанталăк условийĕсем кăçал та аграрисен вăйне тĕрĕслерĕç. Çапах та çĕр ĕçченĕсем хуçăлмарĕç. Кашни самантпа тухăçлă усă курса ял хуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 650 га çинче çитĕнтернĕ. Пĕтĕмпе 2164 тонна çапса тĕшĕленĕ. Тухăçĕ начар мар – гектартан 33 центнер.

Кăçал техника паркне те çĕнетме май килчĕ. «СЗ-5,4» сеялка, тырă ывăтмалли машина, «3ККШ-6» каток, хими им-çамĕ сапмалли «ОП-2000» агрегат туянтăмăр. Вĕсем уй-хир ĕçĕсенче пысăк пулăшу параççĕ, энергие перекетлеççĕ.

Паллах, ăнăçу ĕç çыннисемсĕр пулмасть. Пирĕн коллективра тăрăшуллă, çав тери ĕçчен çынсем пĕр тĕллевлĕн вăй хураççĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр пилĕк аваççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика