Маттур хĕрарăм телее ĕçре тупать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:13 Просмотров: 1353

Хăйпе тÿреммĕн паллашичченех Людмила Николаевна Горбунова пирки чылай ырă сăмах илтме тÿр килчĕ. Ял-йыш хисеплесе калаçнин тĕрĕслĕхĕ вара ăшă тĕлпулу пуçламăшĕнчех çирĕпленчĕ...

Людмила Николаевнана çуралнă ялне, Отиккăвăна, шăпа ултă çул каялла тавăрнă. «Аннене пĕччен пурăнма йывăрланчĕ. Сывлăхĕ те хавшарĕ», – терĕ вăл кăмăллăн. Амăшĕ, Анна Федоровна Федорова, декабрьте 95 çул тултараканскер, ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшнă. «Ытларах арçын ĕçĕсенче вăй хунă», – тет хĕрĕ ун пирки: вăрман каснă, скотник пулнă... Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман: 88 çула çитичченех сурăхсем йышлă, икĕ качака усранă.

Ватă амăшне пăхма Людмила Николаевнан çирĕп суйлав тума – чунне пусарса юратнă ĕçе пăрахма тивнĕ. Шупашкарти ĕç-хĕлĕ унăн йăлтах строительствăпа çыхăннă. Малтан машинăсем тăвакан заводра, унтан нумай çул «СУ-14» организацире, кайран уйрăм çын фирминче вăй хунă. ,çчен, тăрăшуллă, тĕплĕ тимлекен хĕрарăм пур коллективра та ырă ятра пулнă. Виççĕшĕнче те ун сăнĕ Хисеп хăми çинчен анман. «Фирма сăнне ниепле те ĕçрен хăтарма хал çитмест», – тенĕ иккен директор ултă çул каялла Людмила Николаевна яла куçса каяссине пĕлтерсен.

Кăмăлĕпе ырă пулни ун уçă калаçăвĕнче аван сисĕнчĕ. «Эп кăмăлпа атте пек йăваш пулинех. Вăл, Николай Васильевич Васильев, хăй çав тери чухăн çемьере ÿснĕрен пулĕ питĕ ырăччĕ, çынсене нумай пулăшатчĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнатчĕ. Аллине сăра курки те тытса курман. Шел, ăна ир çухатрăмăр», – асаилÿ тем самантлăха ун куçĕсене шывлантарчĕ.

Людмила Николаевна хăй те эрех-сăрана сивлекен çын. Шел, мăшăрĕ уявлă самантсене ытларах килĕштернĕ. Çавна май çемйи те ирех саланнă вĕсен. Ывăлĕпе хĕрне маттур хĕрарăм пĕчченех çитĕнтернĕ. Юрать, хунямăшĕ яланах юнашар пулнă, кинне май килнĕ таран пулăшса пынă. Хăйĕн те çакнашкал шăпа килсе тухнăран ăнланнă ĕнтĕ вăл Людмила Николаевнана.

Ялта та янтă пурнăç кĕтмен ăна. «Пÿрт тăрринчен çумăр каятчĕ, лаççа шыв лÿшкетчĕ, вите йăтăнса аннă...» – чунне уçрĕ вăл. Пĕр самантлăха та алă усса ларма хăнăхман хĕрарăм тăван килне, хăй калашле, çийĕнчех «сиплеме» тытăннă. Пÿрт-çуртне «сапланă», лаç, мунча çĕклесе лартнă, çăл чавтарнă, хапхана çĕнетнĕ. «Ялта йĕркеллĕ çынсем пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни савăнтарать. Андрей Васильев ăстаçăна питĕ мухтас килет. Алли пур ĕç патне те çыпăçать. Мĕн чухлĕ пулăшмарĕ пулĕ мана? Тав туса та пĕтереес çук», – калаçу çăмхине кăмăллăн сÿтрĕ вăл.

Людмила Николаевна – илеме, тăван çутçанталăка юратакан çын. Çуллахи вăхăтра ун пахчинче тем тĕрлĕ чечексем ешереççĕ. Кăçал вăл хăйĕн анкартийĕ çумĕнче, çырма ишĕлчĕкне майласа, аллея та хывнă. Тепĕр çул ку лаптăк та тĕрлĕ тĕссемпе илĕртессе шанать.

Пÿрчĕ çырма хĕрринче вырнаçнăран ăна çирĕплетессипе те нумай тăрăшать Людмила Николаевна. Çурчĕ умĕпе унччен, акă, сукмак кăна иртнĕ. Ăна вăл пĕр çу тăршшĕнче тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çĕр турттарса машина çÿремелĕх сарнă. Айăккине хурлăхан, чие тĕммисем, чи юратнă вĕрене йывăççине лартнă. Умри пĕчĕк пĕвене майласа ун урлă пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕпер хывнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ял çыннисем ун ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ.

Людмила Николаевна кирек мĕнле лару-тăрура та хăйне оптимистла тытнине пĕлтерчĕ. Çак ен ăна хăй вăхăтĕнче йывăр чире çĕнме пулăшнине те пытармарĕ. «Хама мĕн чухлĕ кÿрентерсен те тавăрма, çав çын çинчен япăх сăмах калама хăнăхман. Хăть мĕнле йывăр пулсан та ÿпкелемен. Вĕсемшĕн Турăран каçару тилмĕретĕп. Хамшăн та тархаслатăп: ир тăрсан ырлăх, каç пулсан канлĕх ыйтатăп», – тет вăл.

Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Тепĕр çул кивĕ сарая пăсса çуллахи пÿрт тăвасшăн. Ачасем, мăнуксем килсен хĕсĕнме ан тивтĕр, тет. Ывăлĕпе хĕрĕ ăна виçĕ мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем иккĕ. Вĕсене сайра хутра курнишĕн питех пăшăрханать вăл.

Людмила Николаевна калаçнă хушăрах кăвайт çине çакнă хуранне пăтратать. Тутлă шăрша сиснĕ çăмламас тусĕсем тÿрех ун тавра сырăнаççĕ. Кушакĕсем пĕтĕмпе вуннăн. Ытларахăшĕ килсе ернĕскерсем. Нихăшне те хăваламасть ырă чунлă хĕрарăм. Пурне те черетпе тытса ачашлать. «Ачасем пекех вĕсем. Пĕрне, ак, ташлама вĕрентрĕм. Тепри манпа лавккана пырать. Тата теприсем пĕрле çывăраççĕ», – кушак çурисене хĕвне чиксе ыталарĕ вăл.

Людмила Николаевна Горбунована Турри ырăлăхне, ĕçченлĕхне туллинех панă. Ку енсемпе вăл тивĕçлĕн усă курать, çапла хăйне телейлĕ туять.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика