Вăрнарта та пулать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:14 Просмотров: 1310

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш пат-шалăх оперăпа балет театрĕ пирĕн ентеш – М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăнĕ.

Фестиваль программи пуян. Вăл çĕнĕ спектакльпе – «Царская невеста» оперăпа – уçăлĕ. Ăна РФ Культура министерствин гранчĕпе Йошкар-Ола режиссерĕ Сергей Шепелев лартнă, дирижерĕ – Дмитрий Банаев. Пĕрремĕш кунхине сцена çине Чăваш театрĕн артисчĕсем тухĕç, иккĕмĕш кунхине çак спектакльте Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕнчи Венера Протасова, Пысăк театрти Александр Касьянов, Мариинка театрĕнчи Евгений Чернядьев тата Китайран килнĕ Лю Иньлун юрлĕç.

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче куракансем Михаил Мусоргскин «Борис Годунов» оперипе киленме пултарĕç. Тепĕр виçĕ кунран Раççей халăх артистне Дмитрий Хворостовские асăнса концерт (дирижерĕ – РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова) иртĕ. Унта Саратовпа ,пхÿрен, Италипе Болгарирен тата Австрирен килнĕ артистсем хутшăнĕç. Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кăнтăр Африкăран килнĕ тенорсен концерчĕ пулĕ. Кăнтăр Африка Республикипе Лесотто артисчĕсем вырăсла та, чăвашла та юрлĕç. Гала-концертра Раççейри тĕрлĕ театр, Германипе Болгарирен, Китайпа Италирен килнĕ солистсем куракансене савăнтарĕç.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче фестиваль йĕркипе Вăрнарта та концерт пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика