Медальсемшĕн – çивĕч кĕрешÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:14 Просмотров: 1320

Ирĕклĕ кĕрешÿ тусĕсем иртнĕ шăматкун Вăрнарта пуçтарăннă.

Хамăр район-республикăри, Мордва Республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи чи вăйлă кĕрешÿçĕсем депутатсен район Пухăвĕн депутачĕн, «Попутчик» обществăн генеральнăй директорĕн Александр Петровăн тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕн Вячеслав Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Кăçалхипе вуниккĕмĕш хут иртнĕ турнирта кавир çине вунпилĕк виçе категорийĕнче 267 спортсмен тухнă. Пирĕн районтан – Пăртас, Мăн Явăш, Кĕçĕн Кипек, Пăваяль, Хурăнсур Çармăс, Санарпуç çамрăкĕсем, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕрти тата Çĕрпелти шкулсенче вĕренекенсем.

– Тытăçусем çав тери хĕрÿ иртрĕç. Унта хутшăнакансен йышĕ пысăк пулнăран ăмăрту каçхи саккăрчченех тăсăлчĕ, – пĕлтерчĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Чи çивĕччисен, маттуррисен йышне вăрнарсем те кĕме пултарнă. Санарпуçĕнчи Савелий Иванов, Вăрнарти Дмитрий Львов тата Ксения Данилова, Хурăнсур Çармăсри Эльвира Филиппова пьедесталăн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Санарпуçĕнчи Александр Васильева тата Никита Никандрова, Пăртасри Семен Семенова, Хурăнсур Çармăсри Екатерина Тихонована, Вăрнарти Яна Максимовапа Юлия Константинована кĕмĕл медальсем çакса янă.

Бронза медальсене район çамрăкĕсем виçĕ виçе категорийĕнче тивĕçнĕ, вĕсем – Санарпуçĕнчи Данил Александров тата Мария Смирнова, Вăрнарти Полина Шабанова.

Çĕнтерÿçĕсене ăмăрту йĕркелÿçисем хаклă парнесемпе, медальсемпе, кубоксемпе, дипломсемпе чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика