Ăсталăха ÿстерекен форум

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2019, 10:15 Просмотров: 292

Тĕрлĕ конкурссем, форумсем вĕрентÿ ĕçченĕсен професси ăсталăхне ÿстерес ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çавăнпах ĕнтĕ районти педагогика ĕçченĕсем вĕсене хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Алексей Николаевич Фирсов Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери форумра пулнă. Унта ыркăмăллăх, волонтерство, гражданла пуçару акцийĕсене аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Алексей Николаевич ООН эксперчĕсем хутшăннипе иртнĕ дискусси площадкисем, тĕрлĕ мастер-классем, социаллă пуçарусен куравĕсем тата ытти мероприяти те хăйĕншĕн усăллă пулнине палăртать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика