Контракт служби илĕртет пулсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:18 Просмотров: 5184

Çарти контракт служби ăна суйлакансене тивĕçлĕ шалу, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли тата ытти çăмăллăхлă майсем сĕнет. Службăна Раççей çыннисем те, Раççей Федерацийĕн гражданствине илнисем те кĕме пултараççĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне хĕрарăмсене те кĕтеççĕ.

Пĕрремĕш контракта 18–40 çултисен çырма юрать. Анчах пĕр чару пур: çĕршыв умĕнчи тивĕçрен пăрăнса-тарса çÿренисем контракт мелĕпе çара каяймĕç. Кандидатăн запасра пулмалла е призывччен гражданла специальность илмелле.

Пĕлÿ шайĕ те пĕлтерĕшлĕ. Рядовой тата сержант должноçĕсенчен ытларахăшĕ валли шкулта 11 класс вĕренни кирлĕ. 9 класс кăна пĕтернисемпе те контракт çырма пултараççĕ, анчах вĕсене сĕнекен должноçсен шучĕ сахалрах. Енчен те çамрăк аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ-тĕк, вĕсене уйрăмах хапăлласа кĕтеççĕ. Раççей çарне пуренлĕ хатĕр специалистсем кирлĕ. Паллах, кун пек чухне, çамрăк суйлавĕпе, служба икĕ е виçĕ çула тăсăлĕ. Контракт мелне суйлани çинчен призыв комиссийĕн ларăвĕччен маларах заявлени çырмалла.

Каласа хăвармалла, салтак аттине тăхăннă кашни çамрăкăн виçĕ уйăхран контракт службине куçма право пур. Кун пек чухне командир ячĕпе рапорт çырмалла. Çапах та пĕр саманта асра тытăр: служба çав чаçрех иртĕ, унчченхи виçĕ уйăхне те шута илĕç. Енчен те контракт условийĕсене пурнăçламаншăн, сăмахран, дисциплинăна куллен пăснăшăн, службăран хăтарсан срочнăй службăна пурпĕрех ирттерме тивĕ.

Хĕрарăмсемшĕн те (Раççей гражданстви çуккисемсĕр пуçне) çара çул уçă. Вĕсем валли çăмăллăхсем те палăртнă. Сăмахран, вĕсен çар çыннисем пулмасан та юрать. Паллă, судпа айăпланнă тата ирĕкрен хăтарнă çынсене айăплав вăхăчĕ вĕçленнĕ пулсан та çара илмеççĕ.

Пĕрремĕш уйăхсенче контрактника службăна хатĕрлеççĕ. Кунта теори пайĕ, тренажер çинчи упражненисем, тактика хăнăхăвĕсем, тĕл пеме вĕренесси, вăй-хала çирĕплетни кĕрет.

Рядовой тата сержант должноçĕсене йышăнакансем тĕлĕшпе тĕрĕслев вăхăтне виçĕ уйăх çирĕплетнĕ. Ун витĕр тухайманнисене запаса кăлараççĕ е призыв службине куçараççĕ.

Çар çыннин шалăвĕ звани тата должность оклачĕсенчен, хушма тÿлевсенчен пухăнать. Кашни ĕçлесе татнă çулшăн хушма тÿлев ÿссе пырать. Çавăн пекех класслăх е профессионализм енĕпе, службăн уйрăм йĕркишĕн, хăрушлăхшăн, должность тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, уйрăм çитĕнÿсемшĕн тата ыттишĕн хушма тÿлевсем те пур.

Контракт мелĕпе çĕршыва хÿтĕлекенсене çулталăкăн кашни вăхăтĕнче çÿреме хăтлă тумтирпе тивĕçтереççĕ. Служба вăхăтĕнче çурт-йĕр уйăраççĕ, запаса тухсан харпăрлăха хваттер туянма та май пулĕ. Ытти çăмăллăхсем шутĕнче çавăн пекех – тÿлевсĕр медицина тивĕçтерĕвĕ, куçăмсăр вĕренме май пурри, пурнăçпа сывлăха страхлани, çулталăкра пĕрре отпуск вырăнне тÿлевсĕр кайни. Паллах, тĕп çăмăллăх – 20 çултан тивĕçлĕ канăва тухма май пурри.

В.АНДРЕЕВ,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика