Çула тухакан кашни водитель хăйĕн тата пассажирсен хăрушсăрлăхĕ çинчен шутлама тивĕçлĕ. Машинăра ачасем пулсан пушшех те.
Çавăнпа та унăн питĕ тимлĕ пулмалла тата çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Ноябрь пуçламăшĕнче, ак, ачасем хутшăннипе хамăр районтах инкек тухнă. «Шупашкар-Сурское» автоçул çинче пулнă вăл. Водитель çав кунхи çул-йĕр тата çанталăк условийĕсене тивĕçтермен хăвăртлăхпа пынă, хирĕç çул çине тухнă. Çакă инкеклĕ вĕçленнĕ те: машина çул айăккине тухса кайса кювета çаврăнса ÿкнĕ. Аварире пассажирсем суранланнă: çулталăкри тата саккăрти ачасем. Вĕсене Республикăри ача-пăча клиника больницине сиплеме леçнĕ.
Тĕрĕссипе, ача-пăчана транспортра турттармалли йĕркене правилăсем çирĕп палăртаççĕ. Сăмахран, хăрушсăрлăх ременĕ тĕлĕшпе. Çичĕ çулчченхи ачасене, акă, ятарлă хатĕрпе кăна илсе çÿремелле. 7–12 çултисене хыçалти ларкăч çинче автокреслосăр та турттарма юрать, анчах хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнтармалла. Умри ларкăч çинче вара – ятарлă автокреслопа кăна. Анчах хăрушсăрлăх «минтерĕсене» сÿнтермелле – вĕсем тăрук ĕçлесе кайсан пĕчĕкскерсене вăйлах сиен кÿреççĕ.
Ан манăр: ачасене алăра тытса пыни те инкеке çывхартма пултарать. Авариллĕ лару-тăрура вĕсене тытса чарма йывăр тата аслисем хăйсен кĕлеткипе лапчăтас хăрушлăх та тухать. Çавăн пекех пĕчĕкскерсене машинăра пĕччен, асăрхавсăр питĕрсе хăварма юрамасть.
Дмитрий ЯКОВЛЕВ,
«Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |