Тивĕçе чыслăн пурнăçлама шантараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:19 Просмотров: 5153

Ытларикун иртнĕ линейка Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулнă. Вăл пурин чĕринче те патриотизм туйăмне вăратнă.

Линейкăна ахальтен пуçтарман. Ку шкулта пĕлÿ илекен пилĕк каччă – Артем Яковлев, Антон Федоров, Павел Никитин, Данил Кондратьев, Сергей Иванов – тинтерех Чулхуларан Атăлçи федераци округĕн çарпа патриотизм воспитанийĕ паракан «Гвардеец» вĕрентÿпе методика центрĕнчи сбортан таврăннă.

Ытти çулсенче кунашкал мероприятие хутшăнма районти тĕрлĕ шкулсенчи ачасене пухнă. Кăçал вара унта ушкăнĕпех калининăсем кайма тивĕçнĕ.

Каччăсем хăйсене çар сборĕ килĕшнине, малашлăхра çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлассине пĕлтернĕ. Кĕске вăхăтлăх пулин те хăйсене салтак пурнăçĕ кăмăла кайнине каласа кăтартнă.

ПФО-ри çарпа вĕренÿ сборĕсенче Чăваш Республикинчи 200 ача пулнă. Вĕсем унта стройпа утасси, пăшалтан пересси, тактика, ÿт-пÿ тата çарпа медицина хатĕрленĕвĕн, çар службин хăрушсăрлăх курсĕсем витĕр тухнă. Чи кирли, паллах, – çар йĕркин элеменчĕсене хăнăхни. Çакă вĕсене малашне, салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен, питех те кирлĕ пулĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика