Икĕ медальпе таврăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:22 Просмотров: 5130

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Раççей первенствинче Вăрнар хĕрĕсем икĕ медаль çĕнсе илнĕ.

Ăмăрту Смоленск хулинче иртнĕ. Вăрнарсем унта Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе çиччĕн хутшăннă. Кашни виçе категорийĕнчи наградăсен комплекчĕсемшĕнех çивĕч кĕрешÿ пынă.

Мăн Явăш хĕрĕ Екатерина Кошкина бронза медаль çĕнсе илнĕ. Вăрнарти Милена Федорован награди пысăкрах – вăл пьедесталăн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Шел, Хурăнсур Çармăсри Наталья Тихонова виççĕмĕш вырăншăн пынă тытăçăва выляса янă, çапла 5-мĕш йĕркене йышăннă.

Чăваш ен чысне çавăн пекех Санарпуçĕнчи Александра Волкова, Вăрнарти Настя Максимова, Хурăнсур Çармăсри Эвелина Яковлева, Кивьял Хапăсри Лариса Михайлова хÿтĕленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика