Çĕнтерÿшĕн – планшет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:24 Просмотров: 5077

Компьютер планшечĕ пирки паян кашни ачах ĕмĕтленет пулĕ. Мăн Явăшри вăтам шкулти Александра Петрова вара ăна хăйĕн ăс-тăнĕпе çĕнсе илнĕ.

Вăл иртнĕ эрне вĕçĕнче Кировра пулнă «Çамрăксен Циолковский вулавĕсем» Пĕтĕм Раççейри XV форума хутшăннă. Унта çĕршыври 18 регионти çамрăк тĕпчевçĕсем пухăннă.

Мăн Явăш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Александра «Авиаци тата космонавтика историйĕ» секцире тупăшнă. Вуникĕ участник хушшинче шкул ачисенчен пĕчченех пулнă вăл, ыттисем – техникум-колледжсен студенчĕсем. Апла пулин те ку ушкăнра ăна çитекен пулман, вăл 4-мĕш вырăн йышăннă.

– Александра Петрова чăвашсен мухтавлă ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт пирки тĕлĕнмелле кăсăклă каласа кăтартрĕ, – пĕлтерчĕ ĕç ертÿçи Альбина Васильевна Павлова.

– Форумра пулнă виçĕ кун питĕ усăллă пулчĕ. СССР летчик-космонавчĕпе, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕпе Виктор Савиныхпа калаçма тÿр килни те савăнтарчĕ. Çавăн пекех эпĕ Уфа, Пермь, Королев хулисенчен, Краснодар крайĕнчен çĕнĕ туссем тупрăм. Космос пирки нумай çĕннине пĕлтĕм, – савăнăçне пытармарĕ Александра Петрова та.

Хĕрача – вĕренÿ отличници. Вăл – кадет класĕн, çамрăк космонавтсен отрячĕн командирĕ. Районта, республикăра иртекен нумай конкурс-олимпиадăна, пултарулăх тупăшăвĕсене хастар хутшăнать. Вĕсенче, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри конкурссенче çĕнсе илнĕ наградăсем те пур унăн.

Александрăна ашшĕпе амăшĕ, Светлана Валерьевнăпа Владимир Павлович Петровсем, хавхалантарса пыраççĕ, пулăшăвĕпе хастарлăх хушаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика