Ырă ĕç – ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:25 Просмотров: 5148

Шупăр кĕвви янăраса кайрĕ те, ак, ăна ăсталаканĕ тата шăрантараканĕ те халăх умне тухассăн туйăнчĕ. Анчах та, шел, ку кĕвĕ хальхинче урăхларах илтĕнчĕ...

Паллах, вăл вăрнарсен чĕринче-пуçĕнче хăй пекех ĕмĕрлĕх юлĕ. Çакă ытларикун Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ çинче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Антонович Михайлова хисеплесе Асăну хăмине уçнă самантра аван палăрчĕ.

Пурнăçран уйрăлнăранпа çак кун шăп та лăп пĕр çулталăк çитрĕ пулин те ун ячĕ те, ырă ĕçĕсем те манăçа тухмаççĕ. Çакна пĕлтерĕшлĕ пулăма чылайăн пухăнни те, тухса калакансен – депутатсен район Пухăвĕн депутачĕн, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕн Евгений Захаровăн, пограничниксен районти пĕрлешĕвĕн председателĕн Иван Яковлевăн – витĕмлĕ сăмахĕсем те яр уççăн çирĕплетрĕç.

Владимир Антонович Михайловăн культурăна, чăвашлăха аталантарас ĕçĕ çĕршыв таранах çĕкленчĕ. Вăл вăйне, вăхăтне авалхи чăваш инструменчĕсем ăсталама хыврĕ, вуншар музыка хатĕрне халăх умне кăларчĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕнче 35 çул ытла ĕçленĕ май вун-вун çамрăка халăх пултарулăхĕпе туслаштарма пултарчĕ. Ун опычĕ республикăра чи хаклисен йышĕнче...

«Аттен чĕри чăвашлăхшăн тапнă. Пурнăçран уйрăличчен маларах кăна эпĕ ăна ют çĕршывăн кĕвĕ инструменчĕсене ăсталама сĕннĕччĕ. Анчах та атте татăклăн хăй чăваш пулнине, чăваш музыка хатĕрĕсене кăна ăсталассине пĕлтерчĕ», – терĕ Илья ывăлĕ пухăннисем умĕнче калаçнă май.

Паллах, ун пултарулăхĕ, пархатарлă ĕçĕ пирки тем чухлĕ калаçма пулать. Вĕсем тата ытларах пулĕччĕç, чĕри вăхăтсăр тапма чарăнман пулсан...

Асăну хăми çинчи виткĕче уçрĕç те (ку чыса Евгений Захаров, Иван Яковлев тата В.Михайловăн Дмитрий ывăлĕ тивĕçрĕç) сăнÿкерчĕкрен чĕррĕн курăнни Владимир Антонович пирĕнпе юнашар пулнăн туйăнчĕ...

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте Асăну хăмине çветтить тăвас чин ирттерчĕ. Чикĕре тăнисен районти «Щит Родины» пĕрлешĕвĕн хастарĕсен, райадминистрацин культура пайĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн ертÿлĕхĕн пархатарлă ĕçĕ – Асăну хăмине уçас тени – Владимир Антонович Михайловăн çутă сăнарне ентешсен чĕринче ĕмĕрлĕх упрама май парĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика