ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пысăк проект пурнăçланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019 16:26 Просмотров: 4912

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе «Экологи» наци проекчĕ регионсенче мĕнле пурнăçланни пĕрмаях тимлĕхре.

Ĕçсем паянхи куна мĕнле шая çитнине, уйăрнă укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курнине ытларикун пĕтĕм Раççейри селекторлă канашлура пăхса тухнă. Ăна Раççей çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Сергей Ястребов ертсе пынă.

Чăваш енрен канашлăва хутшăннă Правительство председателĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, «Экологи» наци проекчĕ республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ 4 проекта пурнăçа кĕртме пулăшать: «Коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли комплекслă система», «Атăла сиплесси», «Вăрмансене сыхласа хăварасси» тата «Таса шыв». 2020 çулта вĕсем çумне тата пĕтĕмĕшле 1 млрд та 582 миллион тенкĕлĕх «Таса çĕршыв» проект хушăнмалла.

Çутçанталăка вараласран хÿтĕлес, пуренлĕ упрас тĕллевлĕ проектсенчен пĕри – «Атăла сиплесси» – шăпах пирĕн района тÿреммĕн пырса тивет. Ун тивлечĕпе 2019–2020 çулсенче Вăрнарта тасатакан сооруженисемлĕ хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторне тума палăртнă. Объектăн хăватлăхĕ пысăк пулмалла: каяш шывсене талăкра 1800 кубла метр йышăнса тасатмалăх. Ăна хута ярсан поселокшăн тахçанах çивĕч ыйту татăлмалла. 406 млн ытла тенкĕлĕх строительство ĕçĕсене пурнăçлама «ПМК №8» обществăпа контракт çырнă. И.Моторин канашлура палăртнă тăрăх, хальлĕхе 110 миллион ытла тенкипе усă курнă. Строительствăн пĕрремĕш тапхăрĕн çĕр ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ ĕнтĕ, иккĕмĕш тапхăрне тытăннă. Канализаци сечĕсем 7473 м тăршшĕ тăсăлмалла, паянхи куна 82 процентне (6070 м) хума ĕлкĕрнĕ. Кунсăр пуçне электричествăпа тивĕçтерекен площадкăри сетьсене 600 метр туртнă тата ытти ĕçсене пурнăçланă. Строительство та, проект йĕркипе уйăракан укçа-тенке ĕçе хывасси те графикпа килĕшсе пырать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ