Журналистсемпе – тухăçлă калаçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:26 Просмотров: 5543

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхинче те журналистсем ун патне халăха хумхантаракан чылай ыйтăва çитерчĕç.

Малтанах Михаил Игнатьев республикăн социаллă экономика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Бюджета тултарассипе, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, вак суту-илÿре, çурт-йĕр строительствинче ÿсĕмсем пуррине палăртрĕ.

Республикăри масс-медиа представителĕсем тĕрлĕ çивĕч ыйтусем çĕклерĕç. Чылайăшĕ «Чувашкредитпромбанкăн» лицензине туртса илнĕ хыççăнхи лару-тăрупа кăсăкланчĕç, ку банкăн клиенчĕсемшĕн пăшăрханчĕç. Хваттер туянма пая кĕрсе укçа хывнисен шăпи, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче троллейбус çÿретесси пирки ыйтрĕç.

Хăшпĕр ыйтусем пĕр муниципалитета кăна мар, ытти районсене те пырса тиврĕç. Сăмахран, медицина ĕçченĕсем çителĕксĕрри. Журналистсем ансăр специальноçлă врачсем патне йышăнăва лекме вăраххине тата кансĕррине палăртрĕç.

Михаил Игнатьев пирĕн регионта медицина кадрĕсемпе тивĕçтерессипе лару-тăру ытти çĕртинчен лайăхраххине пĕлтерчĕ. Ку ыйтăва çывăх çулсенче татса пама палăртнине каларĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ тĕлпулура виçĕ енлĕ килĕшÿ тунине, çавна май тĕллевлĕ вĕренекен студентсем диплом илсен яллă вырăнсенчи сиплев учрежденийĕсене ĕçлеме каяссине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ хăшпĕр муниципалитетсем медицина специалисчĕсене явăçтарассипе хăйсем енчен хавхалантарусем йышăннине те пĕлтерчĕ.

Республикăра пысăк çÿп-çап полигонĕ тунă май халь ĕçлекен пĕчĕк полигонсене майĕпен хупса пырасси пирки те ыйту çĕкленчĕ. Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра Чăваш енре патшалăх реестрне кĕртнĕ вунвиçĕ полигон ĕçленине, вĕсене 2030 çулччен хупмаллине асăнчĕ.

Темăна тăсса ялсенче çÿп-çап турттарассипе хĕллехи вăхăтра ыйтусем сиксе тухма пултарнине палăртрĕ вăл. Çавна май ялти çулсене, контейнерсен площадкисен çывăхне юртан тасатса тăрассине подряд организацийĕсемпе регион операторĕн тивĕçлĕн пурнăçламаллине асăрхаттарчĕ.

Журналистсен Михаил Игнатьевăн тĕлпулу пуçламăшĕнчи докладĕнчен те ыйтусем тухрĕç. Сăмахран, пĕчĕк тупăшлă çемьесен шутне чакарма мĕнле тĕллевсем йышăнни. Михаил Игнатьев чи малтанах республика тулашне ĕçлеме çÿрекенсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсен ĕç укçи çемье тупăшĕнче курăнмасть. Кунашкаллисем вара республикăра 30 пине яхăнăн. Çавна май вăл Росстатăн çемье тупăшне палăртакан шутлав методикине улшăнусем кĕртесси пирки çĕршыв шайĕнче ĕçлĕ калаçу пулнине асăнчĕ.

Михаил Игнатьева Раççей Президенчĕ В.Путин тĕслĕхĕпе хăй вырăнне юлма пултаракан çын хатĕрлесси пирки шутланипе-шутламаннине ыйтрĕç. «Сирĕн командăра ун пек çын пур-и?» – терĕç.

– Республика Пуçлăхне халăх суйлать. Ман вырăна кам килессине те вăлах татса парĕ. Эпĕ резерври кирек мĕнле хушамата асăнма пултаратăп, анчах вăл çын пуçлăх пулассине пĕлтермест. Кăмăл пурри кăна çителĕксĕр, халăх шанăçне çĕнсе илмелле. Чи малтан унăн патриот, тÿрĕ кăмăллă та патшалăхшăн тăрăшакан çын пулмалла, – терĕ вăл.

Журналистсем пур ыйту çине те тухăçлă хурав илчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика