Çамрăксемшĕн усăллă иртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:10 Просмотров: 447

Пĕтĕм Раççейри пекех республикăра та çак кунсенче «Раççей ачисем – 2019» оперативлă про-филактика мероприяти-йĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Вăл «Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер» акципе пĕр тĕллевпе пĕрлешнĕ. Акцисем йĕркипе пурнăçлакан задачăсем – çула çитменнисем хушшинче наркомани сарăлассине чарасси, вĕренекенсен право пĕлĕвне анлăлатасси тата саккунсене пăхăнса пурăнма хăнăхтарасси – паянхи кун питĕ актуаллă.

Наркотиксен сиенне çутатакан калаçусем, çамрăксем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе тантăшĕсене сывă пурнăç йĕркипе туслашма чĕнни, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти мероприятисем – наркотике хирĕçле асăрхаттару ĕçĕ пĕтĕм республикипе, çав шутра районта та, усăллă иртнĕ.

Çак тапхăрта, акă, яваплă ĕçлĕ ушкăн мĕнпур вĕрентÿ учрежденинче пĕлÿ пухакансемпе тĕл пулма тăрăшнă. Полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ Э.Татарова, И.Гурьянова педагог-психолог, социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центр представителĕ Т.Фролова, çула çитменнисен ĕçĕсен секторĕн заведующиĕ М.Кроткова профилактика калаçăвĕсем вăхăтĕнче ачасене пăшăрхантаракан ыйтусене те туллин хуравланă. Полици майорĕ Эльвира Татарова тĕлпулусенче хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕри – çамрăксем хăйсем çине алă хуни. Çавăнпа та çемьери е шкулти кăткăс лару-тăрура мĕн тумаллине, камран пулăшу ыйтмаллине тĕплĕн ăнлантарнă вăл. Ют пурлăха çаратнăшăн, вăйпа укçа е ытти япала туртса илнĕшĕн, çынна хĕненĕшĕн е ытти киревсĕр ĕçшĕн явап тытма тивнине районти çамрăксемпе пулнă тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

«Шкулта та, обществăлла вырăнсенче те ачасен хăйсене йĕркеллĕ тытма пĕлмелле. Вĕрентекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе, тантăшĕсемпе пĕр-пĕрне хисеплесе хутшăнмалла. Уйрăмах ачасемпе çамрăксем хушшинче пĕр-пĕрне хăратни-йĕкĕлтени, киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртни пулмалла мар», – асăрхаттарнă Эльвира Геннадьевна. Сиенлĕ йăласемпе çыхланса пурнăçа пăсиччен хăнасем вĕренекенсене спорт секцийĕсенче вăй-хала çирĕплетме, кăмăла каякан кружоксенче пултарулăха ÿстерме сĕннĕ.

Сăмах май, акцисем йĕркипе полици сотрудникĕсем çамрăксем пухăнакан вырăнсенче тĕрĕслевсем йĕркеленĕ, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртассипе тата асăрхаттарассипе тимленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика