Чи маттуррисем – 1-мĕш шкул ачисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:10 Просмотров: 448

Шашка – ăс-тăна аталантаракан спорт вăййи. Ахальтен мар ĕнтĕ ку енĕпе шкул ачисем хушшинче çулсерен ăмăрту йĕркелеççĕ.

Кăçалхи турнира районти шкулсенчи 21 команда хутшăнчĕ. Хăмасем умне вырнаçнă май ачасем шашка малтанлăха кăна çăмăл вăйă пулнăн туйăннине, унта çивĕчлĕх, тимлĕх кирлине кăтартса пачĕç.

Командăпа чи нумай очко пухнисем – Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ачисем. Çĕнтерĕве Игорь Малов, Роман Петров тата Танзиля Замалиева çивĕч туптарĕç, хăйсен ÿсĕмĕнче вĕсене никам та çĕнеймерĕ.

Иккĕмĕш вырăна тухнă Ярмушка шкулĕн командине очкосене харпăр хăй ÿсĕмĕнче Арсений Михайлов (1-мĕш вырăн), Людмила Васильева (2-мĕш вырăн) хыврĕç.

Кÿстÿмĕр шкулĕн команди 3-мĕш вырăнта. Ун йышне пĕрлешнĕ ачасем тăватă ÿсĕмре те призерсен йышне лекме пултарчĕç: Максим Алексеев тата Сергей Васильев – 2-мĕш, Анатолий Фадеевпа Ливиана Филиппова 3-мĕш вырăнсенче.

Çавăн пекех 15–17 çулхи çамрăксем хушшинче Вăрнарти 2-мĕш шкулти Данил Леонтьев, Çĕрпел шкулĕнчи Кирилл Семенов бронза призерсем пулса тăчĕç. Калинино шкулĕнчи Алексей Яблоков тата Надежда Иванова харпăр хăй ушкăнĕнче 2-мĕш вырăнсенче.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика