Амăшĕн юратăвĕ вĕçĕ-хĕррисĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:11 Просмотров: 522

Ыран пысăк уяв – Амăшĕн кунĕ. Яланах пулăшу пама васкакан, ачисен, мăнукĕсен ырлăхĕпе телейĕшĕн ырми-канми тăрăшакан хаклă çыннăмăра хисеп тума, ăш сăмах калама манар мар.

Юнкун поселокăн тĕп урамĕпе утнă чух пĕчĕк ачана çавăртса пыракан икĕ çынна асăрхарăм. Ахăртнех, амăшĕпе хĕрĕ тата мăнукĕ пулĕ терĕм. Чăнах та, йăнăшмарăм иккен. Хĕрĕ Екатерина амăшĕпе питĕ ăшпиллĕн калаçать. Паллашнă май сăмах çăмхи те сÿтĕлсех пычĕ.

– Ÿссе çитĕнсен те, хамăр ача-пăча çуратсан та, пурпĕрех пире анне ăшши кирлĕ. Çывăх çыннăмăр пурри мĕн тери пысăк телей. Аннепе калаçатăн та кăмăл çĕкленет, чун уçăлать, – терĕ Екатерина. – Унăн юратăвне эпир хытă туйса тăратпăр. Мăнукĕсене те хапăлласах пăхать, вĕсемпе пĕр чĕлхе хăвăртах тупать. Çемье хаклăхне ăша хывма вĕрентет. Пурнăç тилхепине çирĕп тытать.

Ачи-пăчинчен ыр сăмахсем илтсен мĕнле амăшĕ хĕпĕртемĕ; Роза Лукина та сăпайлăн йăл кулса илчĕ. Кукамăшĕн кăмăлĕ лайăххине кура мăнукĕ Игорь те хаваслăн чĕвĕлтетме пуçларĕ.

Роза Лукинан пурнăçĕн пĕр тапхăрĕ нумай асаилÿпе тулнă. Ку вăл, паллах, ачалăхпа çамрăклăх. Роза Александровна Етруккасси Мăрат ялĕнче çуралнă. Вĕсем çичĕ пĕртăван çитĕннĕ. Роза çемьере чи асли, çавăнпа та кил хуçалăхĕнчи ĕçсем ытларах ун çине тиеннĕ. Ашшĕ Александр Тимофеевич «Колос» совхозра механизаторта, амăшĕ Мальва Давыдовна бригадăра тăрăшнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар тăкнă. Шел пулин те, амăшĕ йывăр чирлесе кайсан хĕрĕн çутă ĕмĕчĕ татăлнă. Роза пĕлÿ çуртне малалла çул такăрлайман, вуннăмĕш класран вĕренсе тухайман. Пĕртăванĕсене пăхнă.

– Хулпуççи çине пысăк яваплăх тиенчĕ, – терĕ шухăшлăн Роза Александровна.

Хастар хĕр пĕртăванĕсене ура çине тăратас тесе тул çутăлнă-çутăлманах ыйхăран вăраннă, сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем виççĕн Чăваш енре тĕпленнĕ, ыттисем – Мускавра. Тĕп килĕнче шăллĕ пурăнать. Пысăк уявсенче пĕртăвансем çуралнă тăрăха васкаççĕ.

– Аттепе анне çут тĕнчере çук пулин те вĕсен çутă сăнарĕсене яланах чĕрере упратăп, – палăртрĕ Роза Лукина. – Вĕсем ăс пани халĕ та асрах.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Роза Александровна Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче Вăрнарти йывăç комбинатĕнче те, хими заводĕнче те тăрăшнă. Нихăçан та чапшăн çунман, шанса панă ĕçе чыслăн пурнăçланă.

Роза Лукина «Управляющи компани» организацире тимлет. Пушă вăхăтра ал ĕç тытмасăр пултараймасть. Тĕрĕ тĕрлет, чăлха-нуски çыхать. Çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра пахчара вăй хурать. «Тулăх пурăнас тесен пилĕк авма ан ÿркен», – тесе амăшĕ ăс панине халĕ те манмасть.

Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Катя, акă, ĕнер хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Шел те, ăна ашшĕ саламлаймарĕ. Роза Лукинан мăшăрĕ вунçичĕ çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайнă. Хастар чăваш хĕрарăмĕ чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх çитерсе хăйĕн ачисене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратас тесе мĕнпур вăя хунă. Халĕ вĕсем çемьеллĕ. Роза Лукинан пилĕк мăнук. Пурте арçын ачасем.

   – Йыш хушăнсан тата хĕпĕртемелле, – терĕ Роза Александровна. – Ывăл-и, хĕр-и – пуриншĕн те савăнăп. Чи кирли – сывлăхлă пулни.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика