Пахалăхлă пылшăн – диплом

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:12 Просмотров: 449

Чăваш енри утарçăсем нумаях пулмасть пĕрле пухăнса хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри чи çивĕч ыйтусене хускатнă, отрасль аталанăвĕн çул-йĕрĕсем пирки те уççăн калаçнă.

Пĕр вырăна вĕсене Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи VI форум пуçтарнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче е хăй тĕллĕн ĕçлекен специалистсен квалификацине ÿстерме йĕркеленĕ çак мероприятие 100 ытла утарçă хутшăннă, унсăр пуçне академин вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем те.

Хамăр районта пыл хурчĕсемпе тимлекенсен те ытти тăрăхсенчи ĕçтешĕсемпе сÿтсе явмалли чылай пулнă. Вĕрентÿ тĕллевлĕ, çав вăхăтрах пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма май паракан форума чылаййăн хутшăннă вĕсем.

«Иккĕленместĕп, пуриншĕн те кăсăклă, усăллă пулчĕ вăл. Ял хуçалăх наукисен докторĕ Иван Мадебейкин юлашки 50 çулти çанталăк улшăнăвĕ пыл хурчĕсене мĕнле витĕм кÿнине тишкернине, акă, интересленсех итлерĕмĕр. Вячеслав Тобоев профессор вара хуртсен çемйисен «коллапсĕ» текен пулăм пирки пурне те ăнланмалла каласа пачĕ. Ытти ученăйсемпе утарçăсем хускатнă темăсем те пире малашне тĕрĕсрех, хастартарах ĕçлеме пулăшĕç», – пĕлтерчĕ районти паллă хурт-хăмăр ăсти Иван Федоров.

Каласа хăвармалла, вăл форумран çĕнĕ пĕлÿ-хăнăху пухса кăна мар, дипломсемпе те таврăннă. Унăн фермер хуçалăхĕнче пухса хатĕрленĕ пылĕ «Чи лайăх пыл – 2019» республика конкурсĕнче икĕ ушкăнра мала тухнă. Вăрнар утарçин пылак çимĕçĕ «Тĕрлĕ чечекрен пухнă пыл» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă, пĕр йышши чечек пылĕн тĕслĕхĕсем хушшинче – иккĕмĕш вырăнта. Республикăри ĕçтешĕсем унăн пылне ырлани савăнтарнине пытармасть Иван Михайлович. Шăпах форума хутшăннă хурт-хăмăр ăстисем тутанса хакланă тăрăх палăртнă та конкурс çĕнтерÿçисене.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика