Ветерансене – сумлă наградăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:12 Просмотров: 437

Тĕп хуламăрăн кунне уявланă май тата Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприятисем йĕркипе тăван хула аталанăвне курăмлă тÿпе хывнисене тĕрлĕрен пысăк наградăсемпе чысланă, «Хисеплĕ гражданин» ята тивĕçнисене те пĕлтернĕ.

Депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕ, акă, юбилей тĕлне «Шупашкар хулин 550 çулне астуса» медаль çирĕплетнĕ. Ăна юбилей датипе пĕрешкел – 550 штук – кăларнă. Наградăна кăкăр çине çакма тивĕçнисен хушшинче республика ăнăçлăхĕпе аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă вăрçă тата ĕç ветеранĕсем те йышлă.

Чăваш енри ветеран-чекистсен обществăлла организацине те тимлĕхсĕр хăварман. Юбилейлă медальпе чысланисем: ФСБ-н республикăри управленийĕн Ветерансен канашĕн председателĕ отставкăри генерал-майор В.Тихонов, канашăн хисеплĕ членĕ, чăваш чекисчĕсен старейшини отставкăри подполковник Э.Ургалкин тата «ФСБ-н Чăваш Республикинчи управленийĕн Ветерансен канашĕн вестникĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ отставкăри полковник В.Кошкин.

Чыслав мероприятийĕ Ветерансен канашĕн офисĕнче иртрĕ. Ветеран-чекистсене медальсене савăнăçлă лару-тăрура хула администрацийĕн ертÿçин помощникĕ запасри полковник В.Борисов çакса ячĕ.

Çак астăвăм наградине халĕ В.Чапаев ячĕллĕ ЧПО-ра ĕçлекен ветеран-чекист отставкăри подполковник, Шупашкар хула Пухăвĕн виçĕ созыври депутачĕ С.Львов та илме тивĕçлĕ пулнă.

Сирĕн хисеплĕ ентешсене, Хăмăшра çуралса ÿснĕ, Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă ветеран-чекистсене Валерий Кошкинпа Станислав Львова вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă ятпа, сумлă наградăпа, саламлатпăр.

А.ОПАРИН,

ФСБ управленийĕн Ветерансен канашĕн

председателĕн пĕрремĕш заместителĕ отставкăри полковник.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика