Кирлĕ ыйтусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:13 Просмотров: 432

Юнкун районта йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинче «Экологи» наци проектне пурнăçлассине, граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çуртри тата хваттерти газ оборудованийĕпе усă курассин хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине, республикăра пурăнакансене мушенниксенчен хÿтĕлессине анлăн сÿтсе явнă, ял-хула поселенийĕсенче йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе тимлекен комиссисен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсемпе, Вăрнар хула тата ял поселенийĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Горбунов, «Вурнарский» пайăн полици пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Сорокин Вăрнар хула поселенийĕнче иртнĕ профилактика Канашĕн ларăвне тата Вăрнарти 2-мĕш шкулта иртнĕ Право пĕлĕвĕн кунне хутшăннă. Вăрнарти 1-мĕш шкула та çитнĕ.

Сергей Павлов республикăра пурнăçланакан наци проекчĕсем çинче чарăнса тăнă. Вăл шутра «Атăла сыватасси» регион проекчĕпе Вăрнарта çĕкленекен тасатакан сооруженисем пирки каласа кăтартнă. Право пĕлĕвĕн кунĕ ачасене, студентсене политика культурин никĕсне хывма, хăйсен прависене пĕлме май панине каланă.

Çавăн пекех тĕлпулусенче кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра газ приборĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăха тивĕçтерессине те тĕп ыйтусен шутне кăларнă. Çынсене мушенниксенчен сыхланса банк карттисемпе, мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсемпе, интернетпа усă курнă чухне хÿтĕленмелли мелсем çинчен аса илтернĕ. Тимлĕхе çухатма юраманнине асăрхаттарнă тата ытти те.

Вăрнар хула поселенийĕнче иртнĕ профилактика Канашĕн ларăвне полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов та хутшăннă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика