Кĕрхи пăр ултавлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:52 Просмотров: 258

Сивĕ кунсем çирĕпленсе çитиччен кĕрхи пăр ултавлă. Каçхи сивĕпе шăнаканскер пĕчĕк йывăрăша чăткалĕ, анчах кăнтăрла ирĕлекен шыв витĕмĕпе хăвăрт кăпăшланса çемçелет.

Пăхсан хытă та хулăм курăнать пулин те вăл шанчăксăр. Çавăнпа хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни кĕрхи-хĕллехи вăхăтра синкерлĕ инкексен сăлтавĕ пулса тăрать те. Вĕсенчен асăрханса питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр.

Çак чи ансат правилăсене яланах асра тытăр. Тĕттĕм чухне е тĕтре карнă, юр-çумăр çунă пирки кураслăх япăх-тăк, нихăçан та шыв-шур çине ан тухăр. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пĕрре çапса-тĕксе пăхнипех кăшт та пулин шыв тухрĕ-тĕк, пăр çÿхе, ун тăрăх утма хăрушă. Хăвăр йĕрпех тÿрех каялла таврăнăр. Урасене пăр çинчен уйăрмасăр шуса пымалла.

Тепĕр чухне ирĕксĕрех шăннă пĕве-кÿлĕ урлă каçма тивсен çынсем такăрлатнă çулпа утни хăрушсăртарах. Ун пекки çук пулсан пăр çине тухиччен ăна тимлĕ тĕрĕслесе шанчăклăрах çул палăртмалла. Ушкăнпа каçакансен пĕр-пĕринчен 5–6 метрта пымалла.

Ашшĕ-амăшĕсене тилмĕрсех ыйтатпăр: ачасене пĕве-кÿлĕ çывăхне, сăмахран пулла е конькипе ярăнма, ан ярăр. Хăйсем тĕллĕн пăр çине тухнин, ашкăннин хăрушлăхне вĕсене тĕслĕхсемпе, ăса хывăнмалла ăнлантарăр. Ачана тимлĕхе пĕчĕкрен вĕрентĕр.

Эрех ĕçсе хăюлланни те шыв çинчи инкексен чи анлă сарăлнă сăлтавĕсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен ÿсĕрсем хăрушлăха лекнине хаклаймаççĕ е хăйсен вăйне ытлашши шанаççĕ. Урă çын çăлăнма мĕн тумаллине чухласа илеет пулсан, эрехпе пуçне минретнĕ ÿсĕрсем инкек тухсан çухалса каяççĕ.

Пĕве-кÿлĕсем, тĕпрен илсен, пĕр тан мар, пайăн-пайăн хытаççĕ: малтан çыран хĕрринче, ăшăхрах тата хÿтĕрех вырăнсенче, кайран кăна – варринче. Çăлкуçсем тапман, аякран шыв юхса кĕмен кÿлĕсемпе пĕвесенче пăр юханшывринчен маларах тытăнать.

Тĕлĕнмелле пулăм: пĕр çĕртех пăр «черетленни» те тĕл пулать: хулăмăшĕ пĕрешкеллине пăхмасăрах çирĕплĕхĕпе чăтма пултараслăхĕ тĕрлĕрен.

Ан манăр: пĕр çынна утма 7 см, каток тума 12 см е ытларах хулăнăш пăр хăрушсăр шутланать. Çуран çÿрекенсем валли ятарлă каçă тума вара пăр 15 см е ытларах, машинăсене çÿреме е спорт мероприятийĕсем йĕркелеме 30 см е ытларах хытни кирлĕ.

ФЕДОРТИМОФЕЕВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика