ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пысăк йышпа саламланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019 13:52 Просмотров: 90

Пăваялĕнчен редакцине килнĕ çынсене хавхаланса калаçнине илтме кăмăллă пулчĕ.

– Амăшĕн кунĕ ячĕпе мĕн тери чаплă концерт лартса пачĕç, кăмăла çĕклентерчĕç, – терĕç вĕсем.

Концерт икĕ сехет çурăна тăсăлнă. Çĕр çинчи чи çывăх çынсене халалланăскере вырăнти пултарулăх коллективĕ кăна мар, хăнасем те хастар хутшăннă. Пăваяльсене Хурăнсур Çармăсри «Тарават» тата «Телей» ушкăнсен юрри-ташши те, Çĕн Сăрьелти Владимир Павловăн шÿчĕсем те кăмăла кайнă. Çамрăксен – Анастасия Кондратьеван, Татьяна Степанован, Галина Петрован, Тамара Курсован, Любовь Кудрявцеван тата Евгений Кудрявцевăн, Юрий Никоноровăн – пултарулăхне те хапăлласа йышăннă вĕсем. Çакна кашни номер хыççăнах алă çупни чылайччен лăпланманни те çирĕплетнĕ.

– Клуб ертÿçине Валерий Степанович Кудрявцева питĕ тав тăвас килет. Чăннипех культурăшăн хыпса çунакан çын. Ял çыннисен канăвĕ кăсăклă та усăллă ирттĕр тесе чунтан тăрăшать, – пĕлтерчĕç пăваяльсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ