Коклюш çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:52 Просмотров: 238

Коклюш – сывлав çулĕсен инфекци чирĕ, унăн тĕп палли – хаяр, пÿлĕнтерекен ÿслĕк. Ăна сараканĕ чирлĕ çын шутланать, пуçараканĕ – Борде-Жангу патакки е бордетелла. Коклюш çывăх хутшăннă чух (уйрăмах, ÿсĕрсен) çынран çынна сывлăшпа çăмăллăнах куçать.

Вăл организма лексе чир паллисем палăриччен 6–20 талăк иртет, çак вăхăтра инфекци çÿлти сывлав органĕсенче «вырнаçма» ĕлкĕрет. Респираторлă чирсен ушкăнне кĕнĕ май кĕркуннне-хĕлле анлă сарăлма пултарать. Сăмах май, пĕлтĕр коклюш ертнĕ тĕслĕхсем республикăра виçĕмçулхинчен икĕ хут ÿснĕ. Кăçалхи 10 уйăхри кăтартусем те нумай çул сыхланса пынă шайран 2,5 хут иртсе кайнине палăртмалла. Урăхла каласан, чирлеслĕх ÿсни сисĕнет. Инфекци çулталăк тултарман, прививка туман ачасемшĕн, çулсем иртнĕçемĕн иммунитет хавшанă çынсемшĕн уйрăмах хăрушлăх кăларать.

Коклюша пула хăшкăлтаракан хаяр ÿслĕке нимпе те пăтраштараймастăн. Вăл чир ерсен иккĕмĕш эрне вĕçнелле пуçланать. Çын пĕр хушă хытă ÿсĕрнĕ хыççăн шăхăракан сасăпа тарăннăн сывласа илет те каллех карт-карт туртăнса ÿсĕрме тытăнать. Приступ 4–5 минут тăсăлать, 2–15 тапхăрпа хăшкăлтарать, çăра манка е хăсăк тухнипе вĕçленет. Çакăн евĕр приступсем 3–4 эрне таран вăйлах аптратма пултараççĕ, каярахпа икшер уйăха тăсăлакан ахаль ÿслĕкпе ылмашăнаççĕ. Ăнсăртран мар Авалхи Китайра ку чире «çĕр кунхи ÿслĕк» тенĕ.

Коклюшпа ачасем кăна чирлеççĕ тени тĕрĕс мар. Аслисене те лекет вăл, анчах ытларах чухне приступсемсĕр иртет, бронхит вăраха кайнипе уйрăлса тăрать.

Чире асăрхаттармалли тĕп мел – ятарлă вакцинаци. Ăна Раççейре çирĕплетнĕ прививкăсен календарĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ.

Диагноза бактериологи тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Диагностика тĕрĕслевне коклюш чирĕ евĕр паллăсем пур, эрне ытла йывăр ÿсĕрекен ачасене, аслă ÿсĕмри çынсене те яраççĕ. Эпидеми кăтартăвĕсем тăрăх, коклюш ернĕ çынсемпе килте хутшăннă, вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекен, больница-санаторире сипленекен ачасен те, ку ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен те çийĕнчех тĕрĕсленмелле. Паллах, чире асăрхаттарасси ăна сиплессинчен çăмăлрах. Организм бактерисемпе кĕрешме пултартăр, сарăлма ан патăр тесен иммунитета çирĕплетмелле. Шăнса пăсăлассинчен сыхланма тăрăшăр, витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян апат-çимĕç çийĕр. Кĕркунне-хĕлле çынсем чылай пухăнакан хупă вырăнсенчен пăрăнса çÿрĕр, ÿсĕрекен тата сывлав органĕсен инфекцийĕллĕ çынсемпе ан хутшăнăр. Тухтăр хирĕçлени çук-тăк, профилактика прививкине вăхăтра тутарма манма юрамасть.

Тамара АЛЕКСЕЕВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн

Канашри филиалĕн врач-бактериологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика