ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Мăнуксем дефицитра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019 13:53 Просмотров: 43

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес мероприятисем анлă пыраççĕ.

Юлашки 90 çулта Раççейре пурăнакан асаттесемпе асаннесен шучĕ çичĕ хута яхăн чакнă: 1926 çулта 100 асатте-асанне пуçне 542 мăнук тивĕçнĕ пулсан, 2019-мĕшĕнче 81 кăна.

Паянхи кун çĕршывра аслă ÿсĕмри çынсем ытларах, вĕсем 1940–1950 çулсенче çуралнисем, палăртать Росстат. Çакнашкал тенденци нумай çĕршывра палăрать. Ача çураласси 1980–1970 çулсенче чакнă, анчах та чи нумаййи – 1990 çулсен вĕçĕнче. Юлашкисем тинтерех ача çуратас тапхăра кĕреççĕ.

Демографи çине социокультура факторĕсем те витĕм кÿреççĕ: çамрăк хĕрарăмсем ача çуратассине ытларах та ытларах кайранхи срока хăвараççĕ. Паллах, çывăх вăхăтра лару-тăру улшăнма тивĕç: 2000 çулсен пуçламăшĕнче çуралнисен йышĕ пысăк. Хальхи вăхăтра халăхăн 30 проценчĕ – 25–40 çулсенчи çамрăксем.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ĕçлес ÿсĕмрен аслăрах çынсем 31,7 млн е пĕтĕм халăхăн 22,2 проценчĕ пулнине кăтартса панăччĕ.

Халăх ватăлса пыни паянхи пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Демографи ватлăхĕ ĕç рынокне, социаллă сферăпа сывлăх сыхлавне, ытти сферăна, çавăн пекех ăрусен хутшăнăвĕ çине витĕм кÿрет. 2019 çулта 15–59 çулсенчи 1000 çын пуçне аслă ÿсĕмри 360 çын тивĕçнине палăртнă. Урăхла каласан, виçĕ çын пуçне – пĕр асанне е пĕр асатте.

Росстат даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне пирĕн çĕршывра 146,8 млн çын пурăнни паллă: 68,1 млн арçын тата 78,7 млн хĕрарăм. 9 çулчченхи ачасем – 18 млн ытларах. Халăх шутне тĕрĕс 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав кăтартса парĕ. Аса илтеретпĕр: вăл çитес çулхи октябрĕн 1–31-мĕшĕсенче иртĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ