ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пулăшăва вăйлатнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019 13:54 Просмотров: 89

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнче ачаллă çемьесене хÿтлĕх парасси патшалăхăн приоритетлă çул-йĕрĕ пулнине палăртрĕ.

Çакăн хыççăн ачаллă çемьесене пулăшас мерăсене вăйлатассине çул пачĕç. «Демографи» наци проектне пурнăçласа кăçалтан тытăнса 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредитне татма 450 пин тенкĕ таран пулăшу кÿреççĕ. Ăна çемьери 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ.

Çавăн пекех 2018 çултанпа çăмăллатнă 6 процентлă ипотека программи ĕçлет. Вăл 2023 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра. Ку пулăшăва 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă иккĕмĕш е хыççăнхи ачасемшĕн илме май пур.

Пулăшу мерисен шутĕнче çавăн пекех çĕр налукĕсен хакне çĕнĕлле шутлани те. Çула çитмен виçĕ е ытларах ача пур çемьесемшĕн налукăн шутлав базине 600 тăваткал метр таран пĕчĕклетнĕ. Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр налукĕ тĕлĕшпе хушма вычет хума пăхнă: хваттерте, хваттер пайĕнче тата пÿлĕмре пĕтĕмĕшле лаптăкăн 5 тăваткал метр, çуртра – 7 тăваткал метр. Вычета куçман пурлăхăн пĕр объекчĕ тĕлĕшпе тăваççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ