Белоруссирен – салам

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:55 Просмотров: 240

Иртнĕ кĕçнерникун Кивçурт Енĕшрен тухнă Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.

Пурнăçăн пĕр пайне Йĕпреç районĕнче ирттернĕ, унтанах вăрçа тухса кайнă пулин те ентешсем Героя манмаççĕ. Виçĕ çул каялла вĕсем Степан Илларионович Илларионов паттăрла çапăçса пуç хунă çĕре – Белоруссие – кайса килчĕç. Туслă çыхăну унччен маларах çыру вĕççĕн пуçланнăччĕ.

Белорусси Республикинчи Витебск облаçĕнчи Бешенковичи райĕçтăвкомĕн идеологи ĕçĕсен, культура тата çамрăксемпе тимлекен пайĕ кивçурт-енĕшсене çулсеренех уявсемпе саламлать. Хальхинче Геройăн сумлă датипе пĕтĕм Вăрнар район халăхне саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ячĕпе çыру çитнĕ. Унта Белорусси халăхĕ Степан Илларионовичăн паттăрлăхне чĕрере упранине, ун тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăру хăюлăха тата çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вĕреннине палăртнă, паттăрла, анчах вилĕмле çапăçу саманчĕсене илсе кăтартнă.

Герой ячĕ нихăçан та сÿнмест. Çуралнă ялĕнче тата Вăрнарта Степан Илларионов урамĕсем пур. Кивçурт Енĕшре çавăн пекех Героя халалласа Асăну чулне, музей-çурт уçнă. Ун ячĕпе нумай çул каялла яла пырса кĕнĕ çĕрте панулми садне чĕртнĕ.

Кивçурт-енĕшсем Совет Союзĕн Геройĕ С.И.Илларионов çуралнăранпа 115 çул çитнине чыслăн паллă тума хатĕрленеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика