Строительство ĕçĕсене хакланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:55 Просмотров: 411

Эрнекун районта Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев ĕçлĕ визитпа пулнă.

Строительство министрĕн заместителĕпе Андрей Даниловпа тата район ертÿлĕхĕпе пĕрле вăл поселокра кăçал пуçланнă пысăк строительство объектне çитсе курнă. Ĕçлĕ ушкăн тасатмалли сооруженисемлĕ йăла канализацийĕн коллекторĕн строительстви мĕнле шайра пынине тĕплĕн тишкернĕ.

Аса илтеретпĕр, поселокшăн пĕлтерĕшлĕ çак объект «Экологи» наци проекчĕн «Атăла сыватасси» регион проекчĕ майĕпе хута каймалла. Икĕ çуллăх проектпа килĕшÿллĕн кăçал 230,42 млн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла. Çакăншăн яваплă подряд организацийĕн, «ПМК-8» обществăн, ертÿçи Виталий Ижелеев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем графикран юлмаççĕ. Пĕтĕмпе объектра 37 работник, 15 техника тăрăшать. Хальхи вăхăтра канализацин тулаш магистраль сетчĕсенчи палăртнă ĕçсене тата ыттисене пурнăçланă, тимĕр-бетон çăлсене вырнаçтарнă. Тасатмалли сооруженисен строительстви енĕпе те çĕр ĕçĕсемпе, фундамент плитисем вырнаçтарассипе, тĕрĕслев çăлĕсен бетон никĕсне хурассипе тата ыттипе тимленĕ.

Визит йĕркипе Иван Исаев министр Вăрнарти вăрман хуçалăхĕн коллективĕпе те тĕл пулнă. Сергей Анисимов директор ку организацин ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сăмахран, кăçал вăрмана çĕнетессипе тата аталантарассипе пĕтĕмĕшле 21 га çинче тăрăшнă, вăрман культурисене агротехника тĕлĕшпе пăхса тăрассипе – 176, 9 га лаптăкра.

Ешĕл хунавсем çитĕнтересси те тимлĕхре. Пулас вăрмансен никĕсне хывса питомникре 0,32 га лаптăк çинче вĕсене акса хăварнă: уйрăммăн илсен, 0,22 га хыр, 0,1 га чăрăш вăррисене. Юман йĕкелĕсене те 500 кг хатĕрлесе 0,1 га лаптăкра лартса хăварнă.

Тепĕр лайăх кăтарту: çуркуннехи-çуллахи пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тапхăрта вăрмансенче вут-çулăма ашкăнма паман.

Министр вăрмансене сыхлассипе тата пурлăхне хÿтĕлессипе, вĕсене вăхăтра çĕнетсе тăрассипе малашне те кăтартуллă тата саккунпа килĕшÿллĕн тимлеме суннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика